Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕн кĕпер ытла та чаплă!

Кивĕ Мĕлĕшпе Çĕнĕ Хирпуç ялĕсем хушшипе юлакан Çавал урлă каçма кĕпер пурччĕ. Анчах та çуркунне шыв çырансене ишĕлтерсе ăна юхтарса кайрĕ. Иртсе çÿрекенсем Çавал урлă хăмасем хурса аран каçкаларĕç. Çÿлĕ те пылчăклăччĕ, утма май çукчĕ. Юрать, икĕ яла çыхăнтарма пысăк ĕç пуçларĕç, çĕнĕ кĕпер тума тата асфальт çул сарма тытăнчĕç. Рабочисем Шупашкартан килчĕç. Вĕсем хĕлĕпех пурăнчĕç, кунĕн-çĕрĕн ĕçлерĕç. Халĕ кĕпере туса пĕтернĕпе пĕрех.

Эпир хамăр Лариса Владимировна тата Надежда Анатольевна, вĕрентекенсемпе, унта экскурсире пултăмар. Çĕнĕ кĕпер Кивĕ Мĕлĕшрен тухсанах курăнать. Авă мĕнле вăл чаплă, пысăк! Кĕпер çине хăпарса тăтăмăр, таврана сăнатпăр. Аякрах мар Хирпуç вăрманĕ кашлать. Вăрманта  темĕн тĕрлĕ кайăк сасси илтĕнет. Кунтан ял кĕтĕвĕ çÿрет. Илемлĕ-çке пирĕн тавралăх!

Мана çĕнĕ кĕпер питĕ килĕшрĕ. Ял пурнăçĕ лайăхланать. Икĕ ял туслашса, çĕнелсе пыраççĕ. Çĕнĕ çулпа çĕнĕ кĕпер вĕсене илемлетеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 мая 2008
00:00
Поделиться