Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ИНКЕК ПУЛАССА КĔТМЕЛЛЕ-ШИ?

Вăрнар поселокĕнчи Первомайски урамĕпе асфальт сарса çул тунă хыççăн, чăн та, питĕ савăннăччĕ. Анчах халĕ эпир хамăр ачасен, çывăх çынсен тата ыттисен пурнăçĕшĕн кашни кун хăраса пурăнатпăр. Мĕншĕн; Çул питĕ ансăр - асфальт сарнă вырăн 6 метр (тĕллĕн-тĕллĕн сахалтарах та), икĕ енĕпе тепрер метр çĕр, малалла - кювет. Тепĕр виçĕ метрта хÿмесем. Çулăн пĕр енĕпе çуран çÿрекенсем валли тротуар пур. Анчах тепĕр енчен унта каçма ытла та хăрушă - асфальт сарнă çул тăрăх унталла та кунталла машинăсем, ытларах таксисем, çав тери пысăк хăвăртлăхпа вашлаттарса иртеççĕ. Ăçта васкаççĕ-ши; Пĕр-пĕрне хăваласа ирте-ирте каяççĕ. Первомайски урамĕ халĕ автораллие асилтерет.

Çул çинче йĕрке тăвас ыйтупа темиçе хутчен те поселок администрацине çыртăмăр. Калăпăр, «выртакан полицейскисем» чăрсăр водительсен хĕрÿлĕхне чарма пултарнă пулĕччĕç. Первомайски урамĕнче ача-пăча учрежденийĕсем çук пирки ГАИ кунта «выртакан полицейскисем» хума ирĕк памасть, тесе хуравларĕç администрацирен. Çав вăхăтрах Первомайски, Гагарин, Базарнăй, Матросов, Пионерски, Лермонтов, Чернышевский тата ытти урамсенче пурăнакан вуншар ача 1-мĕш шкула, музыка шкулне, «Ромашка» садике асфальт сарнă çулпа çÿреççĕ. Вĕсенчен хăшĕ те пулин (Турă сыхлатăр та) машина айне пуласса кĕтмелле-ши;

ГАИ-ре пире çапларах ăнлантарчĕç: «Пĕтĕмпех администрацирен килет. Вăл ыйтсан, эпир Первомайски урамне «выртакан полицейскисем» хума ирĕк паратпăр». Çакăн хыççăн пирĕн кама ĕненмелле-ши;

Пирĕн урамра светофорсем вырнаçтарма е «выртакан полицейскисем» хума поселок администрацийĕ нивушлĕ укçа-тенкĕ тупаймасть;

Çак çивĕч ыйтăва татса пама редакци пулăшасса шанса-ĕненсе тăратпăр.

 

 

Первомайски урамĕнче пурăнакансем - пурĕ 83-ĕн - алă пуснă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 мая 2008
00:00
Поделиться