Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Педагог

Район энциклопедийĕ пичетленсе тухсанах Вăрнарта  пач кĕтмен-шутламан çĕртен С.В.Эльгер, И.Н.Николаев (Ивник), А.В.Емельянов премийĕсен лауреачĕпе М.А.Васильев çыравçă-сăвăçпа, Раççей писателĕсен Союзĕн членĕпе, СССР пичет отличникĕпе тĕл пултăмăр. Йăпăр-япăр уйрăлаймастăн анлă тавра курăмлă, пуян чун чĕреллĕ, тарават, ăшă кăмăллă тус-юлташпа. Уйрăлас умĕн Михаил Алексеевич çапла сĕнÿ-канаш пачĕ: «Район энциклопедин малалли тăсăмне - иккĕмĕш кĕнекине хатĕрлеççĕ. Эсир те хутшăнсан аван. Текстпа пĕрле сăн ÿкерчĕк самай пуянлатать кĕнекене...»

Пысăк пĕлтерĕшлĕ асăну кĕнеки - справочнике кĕме тивĕçлĕ, тăван çĕршывра халăхшăн чăннипех пархатарлă ĕçсем тунă хастарсем нумай пирĕн тăрăхра. Анчах камсем-ши вĕсем - Вăрнар енĕпе çыхăннисем - малтанхи томра палăрманнисем; Шыракан тупать.

Вуншар çул çырăнса, вуласа тăратăп эпĕ пысăк пахалăхлă районта тухса тăракан «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата. Халĕ, ак, сакăр çул каялла пичетленнĕ, килте упранакан периодикăн çыххи-пуххине тишкернĕ май, Вăрман Кипек шкулĕ çинчен В.Е.Кузнецов (унăн ячĕ район энциклопедийĕнче пур) çырнă статья куç тĕлне пулчĕ. Автор асăннă шкултан вĕренсе тухнă, кайран паллă ăсчахсен, наука докторĕсен, писательсен, художниксен, пĕлÿ тата культура ĕçченĕсен ячĕсене вуншарăн асăнать хăйĕн материалĕнче. Вĕсенчен пĕри - Клавдия Романовна Михайлова (Кошкина).

Ас тăватăп, 1945 çулта Енĕшри 4 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухрăм та сентябрĕн 1-мĕшĕнче Вăрман Кипекри çичĕ çул вĕренмелли шкулта ăс пухма тытăнтăм. Унта пире вăрăм, йăрăс пÿллĕ, чечек пек илемлĕ сăн-питлĕ, акăш евĕр хитре сапăр çап-çамрăк вĕрентекен вырăсла чаплă калаçнипе тыткăнланăччĕ.

К.Р.Михайлова (хĕр чухнехи хушамачĕ Кошкина) 1924 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи Кĕçĕн Кипек вулăсне кĕнĕ Вăрманкасра (1927 çултанпа Вăрман Кипек) çуралнă. Халĕ вăл Шупашкарта пурăнать.

1937 çулта 14 çулхи Клава тăван ялти - Вăрман Кипекри çичĕ çул вĕренмелли шкулта питĕ лайăх паллăсемпе вĕçлет. Петр Семенович кукашшĕ ăна Кĕçĕн Кипекри шкула леçсе ярать, ырă пил парать. Икĕ çул вĕренсен, 1939 çулта, куккăшĕ Семен Петрович Горский (паллă ăсчах) хăй патне Шупашкара илсе каять, каçхи вăтам шкула вырнаçтарать. Кăнтăрла куллен ял ачи хула хваттерне тирпейлесе тăрать, кĕпе-тумтир çăвать, апат-çимĕç хатĕрлет, каçсерен - шкулта. Ырăпа аса илет Клавдия Романовна хăйĕн учителĕсене: А.В.Аркадамская (математика), А.М.Гусева (истори), В.С.Степанов (нимĕç чĕлхи) уйрăмах манăçми ятсем уншăн. Вĕсем вырăсла лайăхах пĕлмен хĕр ачан тăрăшулăхне ăнланма, кирлĕ çĕрте яланах пулăшма пĕлнĕ.

Географипе экзамен тытни нумайлăха асра юлнă унăн. Малтанхи икĕ ыйтăва тулли хурав пама хатĕр Клава. Анчах виççĕмĕшĕпе «Совет Союзĕпе Турци хушшинчи çыхăнусем» темăпа мĕн каламалла; Вăл вăхăтра хаçатсем вуламан, политикăпа интересленмен. Карта умĕнче редакци ĕçтешĕ пăшăлтатать: «Ни мира, ни войны».

«Ангел-управçă пурах çав, - шутлать халь 84 çулхи ветеран. - Виççĕмĕш ыйтăва хуравламасăрах преподаватель мана тарăн пĕлÿсемшĕн «5» паллăпа савăнтарчĕ вĕт».

Хаяр вăрçă кĕрлет çĕршывра, тискер тăшман Мускава çывхарать. 320-мĕш завод (халĕ В.И.Чапаев ячĕпе хисепленет) 10 хĕрачана вĕсен шутĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ Клавă та, уйăхне 110-шар тенкĕ тÿлесе 5 уйăх бухгалтерсен курсĕнче вĕрентет. Анчах завод бухгалтеринчех ĕçлеме май килмест (репрессиленĕ куккăшĕсем пур, завод вара вăрçă хатĕрĕсем тăвать). 5 çул тимлет вăл счетовод пулса В.В.Куйбышев ячĕллĕ тăван колхозра. Тăрăшуллă, хастар пулнă. Чăваш патшалăх тĕп архивĕнче упранакан документра палăртнă тăрăх 1942 çулта - 315, 1943-че - 251, 1944 - 452, 1946 -  587 ĕç кунĕ тунă, çавăнпа 25-ри хĕр пĕрремĕш хут патшалăхăн пысăк наградине - «За доблестный труд в годы Великой Отечественной войны в 1941-1945 г.г.» медале тивĕçет. Халĕ ун пек хастарсене «Ĕç ветеранĕ» сумлă ятпа чыслаççĕ, чылай çăмăллăхсем параççĕ.

Вăрçă хыççăнхи малтанхи çулсенче шкулсенче учительсем çителĕксĕр пулнă. Ку пĕрре. Тепре, Клавдия  Романовна хулара С.П.Горский  чĕлхеçĕ патĕнче 3 çул пурăннăскер, вырăсла, чăвашла таса, чаплă калаçнă. Çавна май  вăл Вăрман Кипекри çичĕ çул вĕренмелли шкулта вĕрентÿçĕ пулса тăрать, çав хушăрах Шупашкарти учительсем хатĕрлекен институтра малтан куçăмсăр вĕренет, 1948 çулта куçăмлă майпа вĕçлет ку вĕрентÿ заведенине. Ун хыççăн Ухманти çичĕ çул вĕренмелли шкулта (Канаш районĕ) вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, Шăхасанти ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулать. Нумай орден-медале тивĕçнĕ иртнĕ вăрçă паттăрĕпе Михайлов гварди-майорĕпе (шел ĕнтĕ унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 1949 çулта пĕрлешнĕ май Хоруйĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкула (Вăрмар районĕ),  тепĕр икĕ çултан Шупашкар районĕнчи Карачурари çичĕ çул вĕренмелли шкула куçать те мĕн пенсие тухичченех (1980) вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса тимлет, директор пулса 29 çул хушши йывăр лава сулнăка ямасăр ăнăçлă туртать Клавдия Романовна.

Çăмăл пулман малтанхи тапхăрта. Вăл вăхăтра Карачурара пĕлÿллисем вуçех пулман, вăтам пĕлÿллисем те улттăн кăна. Шкул ĕçĕ-хĕлĕ никама та савăнтарман.

Чи малтанах кадрсенчен тытăнать, учительсен йышне çĕнетет, унтан кашни предметпа (кĕçĕн классене манмасăр) кабинетсем уйăрать, вĕсене кирлĕ чухлĕ прибор-таблицăсемпе пуянлатать, хуçалăх меслечĕпе çĕнĕрен икĕ класс-пÿлĕм, столовăйпа кухня, ялти çамрăксем валли клуб çĕклеççĕ, вĕсене радиаторсенчи шывпа ăшăтмалла тăваççĕ çунса тăрăкан чун-чĕреллĕ педагог тăрăшнипе.

Кашни предметпах уроксене çÿллĕ шайра ирттернĕ хыççăн, кружоксем куллен кăсăклă та тухăçлă ĕçлеççĕ, ачасем районпа республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурс-викторинăсенче, олимпиадăсемпе смотрсенче, пысăк  çитĕнÿсем пĕрле туса ирттереççĕ.

Шкулăн авторитет ÿсет, учительсен, директорăн - чыс-хисеп.

Кашни çын хăйĕн ĕçĕпе хисеплĕ. Учитель вĕренекенĕсем кам пулнипе мухтавлă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ Клавдия Романовна ăс панă ачасем: О.А.Васильева МГУ (Мускав) преподавателĕ, Л.М.Ильина Мускаври пĕр шкулта вырăс чĕлхи учителĕ, В.Н.Щукин Дубна хулинчи атом центрĕн инженерĕ, Г.Г.Дмитриева Вăрнарти шкул учителĕ, Е.С.Щукина - врач-терапевт* П.А.Васильев, И.Г.Попов, Н.Г.Дмитриев - Раççей Çарĕн полковникĕсем, П.М.Попова, Галинăпа Роза  Васильевасем - ученăй-агрономсем, Владислав Семенов - наукăсен кандидачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, т. ыт. те.

Çырнă май, çакна пĕлтерме те кăмăллă. Клавдия Романовнăн хĕрĕ энергетика техникумĕ хыççăн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университечĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр варта выртнă Антонина Романовна Кошкина вара строительство техникумĕ, Шупашкарти пĕтĕм союзри политехника институтне (куçăмсăр) пĕтернĕ, хулари строительство управленийĕнче аслă инженер пулса ĕçленĕ.

Ывăнма пĕлмен, яланах тăрăшуллă, халăхшăн, общество ĕçĕшĕн хыпса çунакан педагога ял савать, хĕпĕртет, «çÿлтисем» асăрхаççĕ: 1952-1977 çулсенче ăна Совет Союзĕнчи Коммунистсен Партийĕн Шупашкар район комитечĕн членне, 1967-1980 çулсенче вара Шупашкар район Совечĕн халăх депутатне суйлаççĕ. Партипе правительство парса чысланă пысăк наградăсем те нумай: Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденĕ, «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ», «Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ» мăнаçлăран та мăнаçлă, хисеплĕ ятсем, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн, парти Чăваш обкомĕпе Министрсен Кабинечĕн Хисеп грамотисем, «За доблестный труд в ознаменование 100-летия со дня рождения В.И.Ленина, «Ветеран труда», «30 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г.» тата 6 юбилей медалĕсем. Халăхра каланă пек ĕнтĕ: начар лаша çине шăнкăрав çакмаççĕ. Ватлăх çулĕнче те парăнмасть-ха Клавдия Романовна. Пĕлтĕр çуралнă тăван яла Вăрман Кипеке çитрĕ, тăван-пĕтенпе, пĕлĕшсемпе курса калаçрĕ, ачалăхра çарран чупнă урамсемпе утса иртрĕ, Семен  Петрович Горский куккăшĕ çуралнăранпа 110 çул тултарнă ятпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ялти шкулта ирттернĕ наукăпа практика конференцине хутшăнса пуриншĕн те кăсăклă аса илÿсемпе сăмах тухса каларĕ, хăй 70 çул каялла вĕренсе тухнă тăван Вăрман Кипек шкулĕн историне çырса кĕнеке пичетлеме Хусанти тата Шупашкарти архивсенче тупнă документсене парнелесе хăварчĕ. Малашне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр ăна.

 

Михайлова (Кошкина) Клавдия Романовна (15.05.1924, д.Вурман Кибеки Вурнарского района), проживает в г.Чебоксары.

Окончила Вурман Кибекскую семилетнюю школу (1937), 8-9-е классы Мало-Яушской средней школы (1939), Чебоксарскую среднюю школу (вечернюю, 1941), курсы бухгалтеров (г.Чебоксары, 1942), Чувашский учительский институт (1948), Чувашский государственный пединститут им. И.Я.Яковлева (заочно, 1960).

Работала счетоводом колхоза им.В.В.Куйбышева в д.Вурман Кибеки 1942-46), учительницей русского языка Вурман Кибекской 7-летней школы (1946-47), завуч Ухманской 7-летней школы Шихазанского (ныне Канашского) района (1948-49), вторым секретарем Шихазанского РКВЛКСМ (1949), учитель русского языка и литературы Хоруйской  7-летней школы Урмарского района (1949-1951), учитель Карачуринской 7-летней школы Чебоксарского района (1951-1955), директор этой же (но уже 8-летней) школы, 1955-1980), член Чебоксарского РК КПСС (1952-1977), депутат Чебоксарского райсовета трудящихся (председатель постоянной комиссии по народному образованию, 1967-1980).

Имеет награды: звание «Заслуженный учитель школы РСФСР (1973), орден Трудового Красного Знамени (1966), Почетные грамоты: Президиума Верховного Совета Чувашской АССР (1965), Чувашского ОККПСС и Совмина Чувашской АССР (1970), медали: «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945г.г.», «За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения В.И.Ленина» (1970), «Ветеран труда» (1981), «30 лет Победы в Великой Отечественной войне» (1941-1945 г.г.) и другие юбилейные знаки. Носит также по достоинству почетное и гордое звание «Ветеран Великой Отечественной войны».



"Çĕнтерÿ çуле"
21 мая 2008
00:00
Поделиться