Пуласлăх - яш-кĕрĕмпе хĕр упраçра
Республикăра та, районта та пушă выртакан çĕрсем сахал мар. Ял çыннисем хăш-пĕр лаптăксене выльăхсене кăкарма усă кураççĕ, курăк лайăх çитĕннĕ вырăнсене вара çулса илеççĕ. Анчах та, питĕ шел те, çум курăк «уйĕсене» ытларах курма тивет. «Э-эх, 10 çул каялла çак вырăнта тинĕс пек сарăлса выртакан тыр-пул куçа илĕртетчĕ, - терĕ Мăньял Хапăсри пĕр хисеплĕ ватă малтанхи «Самолет» колхозăн анлă уй-хирĕ еннелле кăтартса. - Анкартине тухаттăм та хуçалăхра тăрăшакансен пархатарлă ĕçне курса чун савăнатчĕ. Халĕ пăхатăп та - умра епле илемсĕр ÿкерчĕк. Пулас ăрусене те çĕр-аннемĕре хисеплеме вĕрентмесен малашлăх пирки сăмах пуçарма пулать-ши;
Тăван хуçалăхĕнче ĕмĕр тăршшĕпех хура тар тăкса вăй хунă ватă çын чун-чĕререн куляннине ăнланма пулать. Хуçалăха аталантарма чăрмантаракан тĕп сăлтавсенчен пĕри вăл - кадрсем, специалистсем çитменни. Çивĕч ыйтăва татса парассипе «Победа» кооператив ертÿçи А.Семенова хытă тăрăшать. Çамрăк трактористсене Е.Харитоновпа А.Харитонова ял хуçалăх предприятинче ĕçлеме хавхалантарас тесе председатель пĕлтĕр иккĕшне те ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн стипендине илме тăратнă. Производствăра кăтартуллă тимленĕшĕн Е.Харитонов Президент стипендиачĕ пулма тивĕçнĕ.
Яш-кĕрĕмпе хĕр упраç хуçалăхсенче ĕçленине курсан ял ватăлмасть-ха тесе шухăшлатăн. «Мана хурçă утпа ĕçлеме питĕ килĕшет», - пĕлтерчĕ «Янгорчино» кооперативри яш каччă Е.Дубанов. - Вăл уй-хире тухсан ан аркантăр тесе ун юсавлăхшĕн хытă тăрăшатăп». Çамрăка ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. «Ефим - пултаруллă, хастар. Ăна шанма пулать»,- кăмăллăн сăмах хушрĕ Н.Федьков, ĕç сыхлавĕ енĕпе тимлекен специалист.
Çамрăксем - ялăн, хуçалăхăн тĕрекĕ. Паллах, вĕсене ял хуçалăх предприятийĕсенче ытларах курас килет. Çамрăксен те кăçал опытлă ĕçченсемпе пĕрле ЧР Президенчĕн тĕллевне пурнăçлассипе - усă курмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе - хастар тимлемелле.