ТУТЛĂ МУНЧА ЙŸÇÇИ
Владимир Кузьмин хамăрăн район хаçатĕнче ĕçленĕ чухнех сатирăпа юмор жанрне хытă кăмăллатчĕ. Çур ĕмĕр каялла «Çĕнтерÿ çулĕнчи» Капкăн страницине вĕсем Василий Михайлович Еремеевпа пĕрле тытса пынă. Кăларăм вулакан патне çитичченех ахăлтатса кулатчĕç. Тепĕр кунне вара, фельетонсен геройĕсене редакцинче кĕтсе илме хатĕрленсе, пÿлĕмсенче каллĕ-маллĕ утатчĕç. Критика - мухтав юрри мар-çке çав!
Пирĕн паллă писатель çивчĕ çак жанра пăрахăçланă саманара та хăйĕн çумĕнчен пăрăнмарĕ. Нумай çул хушши «Капкăнра» ĕçленĕскер, «Вучах», «Илем» хаçатсен редакторĕ чухне сатирăпа юмор пайне хăй тытса пынăскер, кулăшпа питлев кĕнекисене пĕрин хыççăн тепĕрне шачăларĕ. «Тамăк хуранне вăрлани» ятлипе пĕлтĕр эпĕ кăштах паллаштарнăччĕ. Ак ĕнтĕ, кăçал çĕнĕ кĕнеке персе çитрĕ. «Тутлă-йÿçĕ мунчара» ятлă. 1500 экземплярпа салатнă. Сăмахне юптарма писатель хăйне майлă мел тупнă: çĕршывăмăр тăрăх вăл паллă сатириксемпе - Иван Мучипе, Куçма Чулкаçпа пĕрле çÿрет. Çула май ытти тăван ĕçтешсене явăçтарса мыскараллă, хурлăхлă роман çыраççĕ.
Мыскара курман, мыскара кăтартман çын тĕнчере çуках пуль. Кулă вăл - этем пурнăçĕн пĕр пайĕ. Анрасухраланса та, кăмăла çĕклентерсе те, мăшкăлласа та ихĕрет, ахăрать. Мĕнле кăна тĕлĕнтермĕш кăтартмасть пуль этем кулленхи пурнăçра; Владимир Кузьмин кĕнекинче вĕсем хумлă-хумлă тĕкĕр çийĕн (Мускавăн «Кривое зеркало» пур) сăнарланнă пек курăнаççĕ.
Автор, паллах, çуралнă Вăрнар тăрăхне те килсе тухать. Çĕпритун Шăпчăка епле манса хăварăн! Кулма, култарма юратакан Василий Игнатьевич Романова епле манса хăварăн! Ывăлĕ те, хуçалăхăн хальхи ертÿçи, Геннадий Васильевич Романов, ав епле юмахлать (автор ăна правлени ларăвĕнче итлесе ларнă): «кула-кула, савăнса, ăшшăн калаçса татса паратпăр хамăрăн ыйтусене. Нихăçан та пĕр-пĕринпе хирĕлсе, пĕр-пĕрне тарăхтарса-çиллентерсе лармастпăр. Чуна уçса калаçатпăр. Тавлашатпăр. Çураçатпăр. Кулкаласах ирттерсе яратпăр капланса килнĕ çилле те».
Мунчара унта тутли те, йÿççи те пур.