Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул çинче тепĕр инкек çырăннă

Май уйăхĕн пуçламăшĕнче кăна-ха районти  çулсем çинче автомашина айне пулса  пĕр арçын вилни çинчен çырнăччĕ. Иртнĕ ытларикун, акă, çул çинчи инкекре  каллех велосипедпа пыракан суранланнă. Хальхинче Йĕпреç районĕнче пурăнакан водитель  З. айăпĕпе. Вăл, Шевроле-Нива автомашинăпа пыраканскер, Вăрнарти Карл Маркс тата Центральнăй урамсем хĕресленнĕ вырăнта велосипедист çине (Кивьял Хапăс çынни) кĕрсе кайнă. Инкекре аманса суранланнă арçынна çийĕнчех Вăрнарти тĕп больницăна ăсатнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 мая 2008
00:00
Поделиться