Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурт-йĕр çавăрма - субсиди

Çамрăксене кил-çурт çавăрма çăмăллăхсем паракан «Ялта пурăнакан тата ĕçлекен çамрăк специалистсемпе çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» федераллă программа районта ăнăçлă ĕçлет. Паянхи кун ку социаллă тÿлевсене илме 15 çемье черете тăрать. Тÿлев виçи туяннă е хăпартса лартнă çурт-йĕрĕн расчет хакĕн 70 проценчĕпе танлашать,. Ку федераллă Программăна районта пурнăçа кĕртме кăçал федераллă бюджетран - 1 миллион та 310 пин тенкĕ, Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен 2 миллион та 100 пин тенкĕ уйăрнă. Социаллă пулăшупа Чăваш Республикин Финанссен министерстви тÿлев виçине шутласа палăртма çурт-йĕрĕн пĕр тăваткал метр хакне çирĕплетсен тивĕçтерме тытăнаççĕ.

Çавăн пекех районти 73 çамрăк çемье «Çурт-йĕр» федераллă программăн  «Çамрăк-çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çум программăпа субсиди илме документсем тăратнă. Ку программăпа çамрăк çемьесен çурт-йĕрĕн расчет хакĕн 40 проценчĕ чухлĕ тавăрса памалла мар субсидие тивĕçме май  пур. Çамрăк çемьесен тăкакĕсене субсидилес тĕллевпе тĕрлĕ шайри бюджетсенчен укçа-тенкĕ куçарма палăртнă. Сăмахран, Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма е хăпартма пулăшас тĕллевпе 1 миллион та 58 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 мая 2008
00:00
Поделиться
;