Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурт путвалне тĕрĕсленĕ

Район хаçачĕн кăçалхи апрелĕн 26-мĕшĕнче кун çути курнă номерĕнче Вăрнарти Ашмаров урамĕнчи 8-мĕш çуртра пурăнакансен ыйту-çырăвĕ тухнăччĕ. Унта вĕсем ку çурт путвалĕнче шыв тăни çинчен пăшăрханса пĕлтернĕччĕ. Пурăнакансен çырăвĕ тăрăх Вăрнар район прокуратури тĕрĕслев ирттерчĕ.

Район администрацийĕ çумĕнчи çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленине пĕтерсе хунă май, кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ку çуртра «ИНТЕХ»  тулли мар яваплă общество ĕç тытакан компани пăхса тăрать.

Район прокуратурин ĕçченĕсем путвала «ИНТЕХ»  обществăн тĕп инженерĕпе пĕрле тĕрĕсленĕ. Çак вăхăтра кунта шыв пулман, анчах хăш-пĕр вырăнта çĕр йĕпереххи курăннă.

Кунсăр пуçне путвал алăкĕсене çăрапа питĕрмен: çуртра пурăнакансем те, ытти çынсем те ирĕклĕнех кĕрсе тухма пултараççĕ. Кунти хваттерсенче пурăнакансем  тĕрлĕ япаласем упрама путвалта хăйсем тĕллĕн пÿлĕмсем туса çăрапа питĕрсе илнĕ. Çавна май инженер коммуникацийĕсем патне çитме чăрмав кÿнĕ.

Çÿлерех асăннă тĕслĕхсем çурт-йĕр фондне усă курмалли правилăсемпе нормăсем ыйтнине пăсаççĕ. Вăрнар район прокуратури «ИНТЕХ»  обществăн директорĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме хушса кăтарту янă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 мая 2008
00:00
Поделиться
;