Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Эпир салтак пулассинчен хăрамастпăр!

- пĕр саслăн хуравларĕç «Малалла, çамрăк армеецсем!» конкурса хатĕрленсе тăнă каччăсем çар темине хускатсанах. Иккĕленмелли çук - çар ĕçĕн никĕсне шкул çулĕсенчех ăша хываканскерсем тата  тупăшусенче пысăк  ăсталăхпа пĕлÿ кăтартаканскерсем, çул çитсен çĕршыва сыхлама та кар тăрĕç.

Çитĕнекен ăрура патриотла туйăмсем вăратакан, ачасене сывă пурнăç йĕркине туртăнма хавхалантаракан «Зарницăпа» «Орленок» çар-спорт вăййисем кăçал 21 шкулти 24 командăна пуçтарчĕç. Вĕсем ытти çулсенчи пекех вуникĕ конкурсра тупăшрĕç.

Ачасемшĕн уй-хир условийĕсенче пурăнасси çĕнĕлĕх те, нимĕнле чăрмав  та мар - Мăн Çавал хĕрринче «шăтса» ларнă палаткăсен хулинче хăйсене ирĕклĕн тытрĕç вĕсем. Кунта кашнин хăйĕн ĕçĕ: кам апат-çимĕç хатĕрлет, кам тупăшусенче вăй виçет.

Ачасем тĕп пунктра çакăнса тăракан çар-спорт вăййисен протоколĕ умĕнчен татăлмаççĕ, пушă вăхăт тупăнсанах хăйсен результачĕсене ыттисеннипе танлаштараççĕ.  Кăтартусем чăнах кăсăклă. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче ытларах Калининăри, Аçăмçырминчи, Вăрнарти 2-мĕш, Пăртасри, Ярмушкари, Кульцаври, Уравăшри шкул командисем курăнаççĕ. Пĕлтĕрхи вăйăсенче те вĕсемех палăрнăччĕ.

Ытти шкулсенчен те уйрăм конкурссенче çĕнтернисем сахал мар. Тĕпрен илсен вĕсем тăван тавралăх историйĕпе йăли-йĕркине, право ыйтăвĕсене, çул-йĕр правилисене, пирвайхи пулăшу тата çар искусствин мелĕсене пĕлессипе т.ыт.те çыхăнчĕç.

Виçĕ кунхи кăтартусемпе «Зарница» ушкăнра Вăрнарти 2-мĕш шкул команди пĕрремĕш пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче - Калининăри тата Аçăмçырминчи шкулсем.

«Орленок» ушкăнра та малтисем çак шкулсемех: Аçăмçырминчи шкул - пĕрремĕш, 2-мĕш шкул - иккĕмĕш, Калининăри шкул - виççĕмĕш.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 мая 2008
00:00
Поделиться
;