Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Куллен – пĕрер пăт сĕт

«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕ кивĕ витесене реконструкцилессипе тата  çĕннисене хута ярассипе те  тимлĕ ĕçлет. Акă Уйкас Явăшра паян-ыран сĕт-çу ферми çĕнĕрен хута каймалла. Унта йăлтах ăратлă ĕнесем усрама тытăнаççĕ. Пĕлтĕр туяннисем куллен 16-шар килограмм сĕт антараççĕ.

  

Уйкас Явăшри сĕт-çу фермине хута ярас тесе строительсене хавхалантарса ертсе пыраканĕ кам тесе ыйтсан кунта ĕçлекенсем харăссăн пĕр хурав  пачĕç:

Пирĕн тараватлă та вашаватлă Владимир Петров.

Ман шутпа та вăл яваплăха лайăх туять, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тарăннăн ăнланать, вĕсене чунĕпе те, ăс-хакăлĕпе те çирĕп туйса, шанса пурăнать. Ăна кукăр-макăр сукмак çырлахтармасть, йывăрлăх хăратмасть, пачах урăхла - анлăрах, такăртарах çул çине тухас туйăм канăç памасть. Вăл пĕр харăсах строительсен бригадирĕн, ферма заведующийĕн, çурт-йĕр тумалли материалсемпе тивĕçтерекен  экспедиторăн ĕçĕсене йĕркелесе пыма та ĕлкĕрет.

Витене çĕнĕ проектпа çĕкленĕ. Ĕнесене кăкармасăр усрама тытăнаççĕ. Апатне, ятарласа туяннă савăтра тĕрлĕ йышши витаминсемпе,  сĕтеклисемпе, комбикормпа хутăштарса тутлăлантарнăскерне, выльăхсем умне МТЗ тракторпа салатса тăрĕç. Сумалли цех та çĕнĕлле ĕçлĕ. Пĕр харăсах, икĕ енĕпе, тăватшар ĕнене сутармалли вырăнсене кĕртсе тăратĕç. Сĕчĕ пăрăхсем тăрăх холодильнике пухăнĕ. Пĕтĕм ĕçе пĕр оператор  йĕркелесе тăрĕ. Çакнашкал оборудованине туянма патшалăхран 5 миллион та 200 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илни пулăшнă тата сĕт-çу фермине çĕнĕрен çĕклеме май панă.

- Выльăх-чĕрлĕх йышĕпе унăн продуктивлăхĕ ÿссе пырать. Хальлĕхе мăйракаллă шултра выльăхсем 158 пуç шутланаççĕ, вăл шутран сăваканнисем - 34. Анчахрах çамрăк пăрусене Çăкаллă Явăшри фермăна, çитĕнтермелли ушкăна 12 пуç куçартăмăр. Сăмах май дояркăсене ятранах ырăпа асăнса хăварам-ха. В.Васильева, Е.Краснова, Т.Кириллова иртнĕ тăватă уйăхра кашни ĕнерен 2058-шар килограмм сĕт суса илчĕç. Халĕ вĕсен ушкăнĕсенчи ĕнесем талăкра пĕрер пăт сĕт антараççĕ,  - терĕ ферма ертÿçи.

Фермăра ытти ĕçсенче ырă ят çĕнсе илнисем те пур. Сăмахран, Лидия Петровăпа Маргарита Викторова рационпа пăхнă апатсене хатĕрлес  енĕпе куллен тимлĕ ĕçлеççĕ. Петр Краснов механизатор  пур йышши апата та выльăхсем патне вăхăтра турттарса тăрать. Владимир Ильин оператор та ĕçре пуçаруллă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 мая 2008
00:00
Поделиться
;