Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пултаруллисем яланах малта

Ял хуçалăх техникумĕнче пулас специалистсен ăнтăлăвне, пултарулăхне ÿстерме кашни çулах тĕрлĕ предметпа наукăпа практика конференцийĕсем ирттереççĕ. Кăçал унта 59 студент хутшăннă. Комисси членĕсем тăххăрăшĕ тĕпчев ĕçĕсене уйрăмах пахалăхлă çырнине палăртнă. Паллах, çамрăксем ăслăлăх çулĕпе хастаррăн утни савăнтарать. Вĕсен тĕпчев ĕçĕсем Пĕтĕм Раççейри  регионсем хушшинчи яш-кĕрĕмпе хĕр упраçăн пултарулăхĕн «Юность Большой Волги» Х-мĕш конференци-фестивалĕнче пысăк хаклава тивĕçнĕ. «Çут çанталăк тата ял хуçалăх ăслăлăхĕсем» секцире 325-мĕш ушкăнри Татьяна Иванова пĕрремĕш, Максим Павлов иккĕмĕш, Любовь Никитина (425-мĕш ушкăн) виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. 212 ушкăнра вĕренекен Николай Тихонов та аслă юлташĕсенчен юлман. Пулас агроном «Яровизацилени тата вăрлăх пахалăхĕ ир пулакан çĕр улми сорчĕсен тухăçлăхне ÿстерме пулăшни» темăпа наука ĕçне пахалăхлă çырнăшăн конференци-фестивальте пĕрремĕш вырăна тухнă. «Психологипе педагогика ăслăлăхĕсем» секцире вара Елена Степанова (113-мĕш ушкăн) палăрнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Студентсем çитĕнÿ тунинче преподавательсен, ăслăлăх ертÿçисен, - Надежда Егоровна Михайлован, Любовь Аркадьевна Константинован, Валентина Александровна Горбунован, Надежда Алексеевна Андрееван, Наталия Геннадьевна Егорован - тÿпи те пур.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 мая 2008
00:00
Поделиться
;