Тимлĕхре - çуллахи кану
Черетлĕ вĕренÿ çулĕ хыçа юлчĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсен тăхăр уйăхри ĕçлĕ тапхăрти кăтартăвĕсем начар мар. Ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе, çĕннине пĕлме ăнтăлнипе, ырă пуçарусене çул панипе вĕсем республикăра, Раççейре палăрчĕç. Конкурс-олимпиада çĕнтерÿçисем, спортра мала тухнисем йышлăн. Грантсене ытти районсемпе танлаштарсан ытларах тивĕçнĕ. Вун-вун мероприяти ачасен ăс-хакăл вăйне, чун-чĕре пуянлăхне ÿстерме, ÿт-пĕве çирĕплетме пулăшнă.
Хыçра - кăткăс та тивĕçлĕ ĕç, умра вара тата яваплăрах тапхăр - экзаменсем. Мĕн çĕнни кĕтет-ха шкултан тухакансене; Çак тата ытти ыйтусене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Николай Никитич ИВАНОВ хуравларĕ.
- 2008 çул патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене экспериментран штатлă режима куçарас тапхăр шутланать. Çитес çултан вăл обязательнăй йĕркепе иртĕ.
Аттестат илме шкул пĕтерекенсен пилĕк экзаменран кая мар тытмалла. Вырăс чĕлхипе тата математикăпа - обязательнăй йĕркепе, ППЭ-сен категорине кĕртнĕ вунă предметран пĕринпе - харпăр хăй ирĕкĕпе. Ытти предметсемпе - йăлана кĕнĕ формăпа.
- Иртнĕ çул тăххăрмĕш класс пĕтерекенсем те математикăпа тата вырăс чĕлхипе муниципаллă пĕрлехи экзаменсем тытнăччĕ. Кăçал та çаплах пулĕ-и;
- Палăртнă 4 е 5 экзаменран вĕсем виççĕшне - вырăс чĕлхипе, алгебрăпа, чăваш чĕлхипе (наци шкулĕсенче) - çĕнĕ формăпа параççĕ. Кунсăр пуçне профильлĕ классене вĕренме кĕрес текенсен физикăпа тата биологипе экзаменсем тытмалла. Кăçал тăххăрмĕшĕнчен тухакан 520 ачаран 59-шĕ физика, 66-ăн биологи предмечĕсене суйласа илнĕ. Çĕнĕ формăллă экзаменсем Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсенче иртеççĕ.
- Пĕлнĕ тăрăх, кăçал вĕрентекенсен те пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем витĕр тухма тивнĕ.
- Çакă шкул ертÿçисемпе вĕрентекенсене аттестацилессине Чăваш енре çĕнĕлле йĕркеленипе çыхăннă. Педагог предмета пĕлнине ППЭ формипе тĕрĕслесси - унăн тапхăрĕсенчен пĕри. Районти шкулсенчи категорие ÿстерес текен учительсен 25 проценчĕ экзаменсен «йывăрăшне» хăй çинче туйрĕ. Эксперимент кăтартăвĕсем лайăх. Вăл пирĕн тăрăхра пултаруллă вĕрентекенсем ĕçленине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Эксперимента хутшăннă пур 16 учитель те математикăна пиллĕклĕх тытрĕç. Вырăс чĕлхипе 83 проценчĕн - «5», ыттисен - «4». Биологипе, информатикăпа, историпе, физикăпа, ют чĕлхесемпе те тестсене çăмăллăн шĕкĕлчерĕç.
- Вĕрентÿ çулне пĕтĕмлетме кăмăллă. Пирĕн шкулсем кăçал та грантсен шучĕпе малта...
- Чăн та, икĕ çул ĕнтĕ эпир патшалăх хавхалантарăвне ытти районсенчен ытларах çĕнсе илме пултартăмăр. Çĕнĕлĕхсене çул паракан чи лайăх вĕрентÿ учрежденийĕсен республикăри рейтингĕнче халĕ пирĕн пилĕк шкул, вĕсем пĕрер миллионшар тенке тивĕçрĕç. Икĕ шкул - Чăваш ен Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнтерÿçисем. Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх премине кăçал тăватă мал опытлă вĕрентекен тивĕçрĕ, пĕтĕмпе вĕсем тăххăра çитрĕç.
Пуçаруллă ĕçлекенсене хавхалантарма районта та тĕрлĕ конкурссем йĕркелесси йăлара. Акă класс ертÿçисен тупăшăвнех илер. Ăна йĕркеленĕренпе шкулсенче воспитани факторĕ çÿлерех çĕкленчĕ, ачасемпе çине тăрса ĕçлесси ÿсрĕ. Аçăмçырминчи тата Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулсенчи вĕрентекенсем Светлана Афанасьева тата Нина Бурмистрова республикăри конкурсăн финалне тухма пултарчĕç.
- Паян тимлĕхре тытмалли тĕп ыйту - ачасен çуллахи канăвĕ. Мĕнлерех йĕркеленĕ-ши вăл;
- Çуллахи каникул - ачасен чи кĕтни, чи хавасси. Пирĕн ăна кăсăклăрах, усăллăрах ирттерме пулăшмалла.
Кăçал та районти мĕнпур вĕрентÿ учрежденийĕнче сывлăха çирĕплетекен ĕçпе кану лагерĕсем йĕркелеме палăртнă. 17 шкулти лагерьте социаллă страховани фончĕ урлă 910 ача канĕ. Тăххăрăшĕ муниципаллă бюджет шучĕпе ĕçлĕ, вĕсене 325 вĕренекен çÿрĕ. «Ăнăçсăр» ушкăнри 400 яхăн ача халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрнарти центр урлă предприяти-организацисенче ĕçлĕ пулĕ.
Канăва усăллă ирттерес, ачасене преступленилле ĕçсем тăвассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе лагерьсен ĕçне тĕрлĕ мероприятисем кĕртнĕ, вăл шутра сиплĕ эмелсем пухасси, вĕрентÿпе-сăнав участокĕсенче тимлесси, спорт ăмăртăвĕсене явăçтарасси т.ыт.те.
Кунсăр пуçне 500-е яхăн ача хăйсен сывлăхĕсене хула çывăхĕнчи лагерьсенче çирĕплетĕç, çав шутран 100-шĕ ытла - тупăш сахал илекен çемьесенчен.