Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тункатасем кăна хăварнă

Май уйăхĕн 19-мĕшĕнче Калининăри участок лесничествин 129-мĕш кварталĕнче, Хурăн Кăкшăм ялĕ çывăхĕнчи вăрманта, 11 хыр йĕп пек çухалнă, такам хуçаланнă хыççăн вĕсем вырăнне тункатасем кăна ларса юлнă. Ку преступление çийĕнчех уçса парас тĕллевпе шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи  пайĕн сотрудникĕсем шырав ĕçĕсене пуçăннă. Çапла майпа хырсене касаканĕ Çăлкас Кăкшăмра пурăнакан Л. пулни палăрнă, вăрланă йывăçсем те унăн хуçалăхĕнчех тупăннă.

Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче 22 сехет тĕлĕнче шалти ĕçсен пайĕн «Шырав» ушкăнĕ Зеленăй тăкăрлăкра кăсăклă лару-тăрура Вăрнарти И.-е, ял хуçалăх техникумĕн студентне, тытса чарнă. Вăл çак вăхăтра «Шанс» пасар территорийĕнчен карта урлă япаласем ывăтнă. Каярах палăртнă тăрăх, ку япаласене пасар складĕнчен илсе тухнă пулнă иккен.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 мая 2008
00:00
Поделиться