Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕлле ĕçлекенсене Президент гранчĕсем

«Инноваци», «новатор» терминсем  вĕрентÿ тытăмне те çирĕппĕн кĕрсе вырнаçрĕç, тупăшаслăх вăйне ÿстерекен паллă пулса тăчĕç.

Раççейре  вăй илекен конкурссем акă шăпах  ку сферăра çĕнĕлле ĕçлекенсене палăртма май пачĕç. Мал опытлă коллективсем, уйрăм вĕрентекенсем патшалăхăн сумлă пулăшăвне çĕнсе илчĕç.

Нумаях пулмасть республикăра та çĕнĕ вĕрентÿ программисене пурнăçа кĕртессине палăртакан конкурса пĕтĕмлетнĕ. Чăваш ен Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне шкул çулĕчченхи 17 вĕрентÿ учрежденийĕ тата виçĕ ача-пăча пултарулăх çурчĕ, 10 пин тенкĕлĕх хавхалантарăвĕ 30 вĕрентекен тивĕçнĕ.

Палăртма аван, çĕнтерÿçĕсем хушшинче Вăрнарти 5-мĕш «Рябинка» ача сачĕ те пур. Коллектив чылай çул кĕçĕннисен сывлăхне çирĕплетессипе тимлет, районта ырă тĕслĕхсен шутĕнче.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июня 2008
00:00
Поделиться
;