39 ылтăн туй
Çемье çулĕнче шăпах çакăн чухлĕ мăшăр ылтăн туя паллă тăвать. Çур ĕмĕр пĕр чĕлхерен пурăннă мăшăрсем тин кăна пĕрлешекен çамрăксемшĕн çеç мар (кăçалхи пилĕк уйăхра 75 пулнă), пĕтĕм ăрушăн тĕслĕх пулмалла.
Нумаях пулмасть Етрукасси Мăрат ялĕнче Харитоновсен юбилейлă туй кунĕ пулнă. Çак уйăхра Мăньял Хапăсри Ефремовсем паллă тăваççĕ.
Мăн Эльменти Феодосия Макаровнапа Михаил Иванович Слоновсем те çак куна чыс-хисепре кĕтсе илеççĕ. Мăшăрсем иккĕшĕ те ĕмĕрне тăван «Гвардеец» колхозра ĕçлесе ирттернĕ, виçĕ хĕрпе пĕр ывăл ура çине тăратнă.
"Çĕнтерÿ çуле"