Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аталану çулĕнчен пăрăнар мар

Тирпей-илем, социаллă аталану, культура тĕлĕшпе юлашки çулсенче районта пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç. Поселокра çеç мар, ялсенче те чĕрĕлÿ вăркăшĕ вăй илни сисĕнет.

Хирĕçлеме кирлĕ мар, района çĕнĕ, илемлĕ сăн-сăпат кĕртессипе çыхăннă ĕçсем виçĕ çул каялла - Вăрнар тăрăхĕнче Республика кунне ирттерме чыс çĕнсе илнĕ çул - чылай пурнăçланчĕç. Уйрăмах поселок чечекленчĕ, спорт комплексĕ çĕкленсе ларчĕ, центрта ача-пăча хули илĕртсе вырнаçрĕ, урамсем, çуртсен таврашĕсем тасалса çĕнелчĕç. Нумайăшĕ çак илем кĕске вăхăтлăх кăна теме пăхрĕ, анчах та инфраструктурăна аталантарассине уяв хыççăн та пăрахăçламанни çак шухăша вуçех сирчĕ.

Предприяти-организацисен, уйрăм предпринимательсен дизайн тĕлĕшĕнчи тупăшаслăхĕнчен тĕлĕнмелли кăна юлать. Вăрнар райповĕн лавккисем сăн-сăпачĕпе кăна мар, тивĕçтерÿ пахалăхĕпе те улшăнчĕç, продукци кăларассине ÿстерсе пыраççĕ.

«Снежана», «Мила», аш-какай комбиначĕн суту-илÿ центрĕсем аякранах илемĕпе илĕртеççĕ. Автовокзал, «Шанс» пасар территорийĕсем хăтлăланчĕç.

Республика Президенчĕ Николай Федоров иртнĕ çул чукун çул вокзалне уçнă чухне каланă сăмахсем Вăрнар историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлма тивĕç: «Эпир ытти пуян регионсемпе танлаштарсан лайăхрах ĕçлеме пултаратпăр. Мĕншĕн тесен пирĕн тăван çĕре юратакан, ĕмĕтленекен çеç мар, ĕмĕте пурнăçа кĕртме пултаракан халăх - тĕп пуянлăх - пур. Вăрнар районĕ муниципаллă субъектсенчен чи хитри пултăр. 21-мĕш ĕмĕр вара Раççей историне Чăваш ен тата Вăрнар район ĕмĕрĕпе кĕрсе юлтăр».

Тăхăр теçетке урлă каçса сăн-сăпатне улăштарнă чукун çул керменĕн илемĕ пирки сăмахпа çырса параймăн. Пĕр сăмахпа: тулаш енчен те, шалтан та - чаплă!

Ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе районта йышăннă программăсен ăнăçлă пурнăçланăвĕпе те мăнаçланма пултаратпăр: мĕнпур яла  çутçанталăк газĕ çитернĕ, кăçал ялсене хытă çулпа çыхăнтарасси вĕçленсе пырать, çĕнĕ çурт-йĕр пысăк хăвăртлăхпа çĕкленет, культура учрежденийĕсем аталанаççĕ, шкулсемпе ача сачĕсем кăтартуллă ĕçлеççĕ, медицина вăй илет, килти хушма хуçалăхсем чĕрĕлеççĕ.

Эрне ытларахран пирĕн кĕçĕн тăван çĕршывăмăр - юратнă Чăваш ен - çуралнă кунне анлăн паллă тăвать. Кирек епле уявра та  йышпа савăннипе пĕрлех пурнăçланă ĕçсем тата малашлăх тĕллевĕсем пирки калаçатпăр. Республика кунĕ умĕн вăрнарсен те пĕтĕмлетмелли пур. Промышленность предприятийĕсем, малтанласа палăртнă тăрăх, çур çула ÿсĕмпе вĕçлемелле. Продукци туса кăларассипе тата тивĕçтерÿ ĕçĕсем пурнăçлассипе «Август» фирма филиалĕ «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен хупă обществи, аш-какай комбиначĕ, йывăç комбиначĕ, Вăрнар тата Калинино райповĕсем тата ыт.те ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Çурт-йĕр тăвассипе хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организацин ĕçĕ кăтартуллă. Вăрнар чиркĕвĕн, пĕр тăрăна пĕрлештерекен Мăшăрлану керменĕн, аш-какай комбиначĕн лавккин, Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн, Ленин урамĕнчи 64 хваттерлĕ çуртăн объекчĕсенче хăватлă ĕç вĕрет. Строительсем плана пахалăхлă тата кĕске вăхăтра пурнăçлассипе çине тăрса тимлеççĕ.

Çĕнĕ çулсем сарасси, тытса тăрасси тата юсасси те тĕп вырăнта. Республика кунне хатĕрленсе районта та калăпăшлă ĕçсем пыраççĕ.

Кусем пĕтĕмпех - район чечекленĕвĕн палли. Аталану çулĕнчен кăна пăрăнас марччĕ. Тĕрĕс курс тытса пырассине влаç органĕсемсĕр пуçне уйрăм çынсен те хăйсен тÿпине хывасчĕ - ырă ĕçĕсене, таса чунĕсене, тăрăшулăхĕпе хастарлăхне, тĕрĕслĕхне, тасалăхне...



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июня 2008
00:00
Поделиться
;