Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял спорт вăййисем умĕн

Паянпа ыран Çĕмĕрле районĕнче иртекен чăваш ял спорт вăййисене ял хуçалăх техникумĕн çăмăл атлечĕсемпе полиатлонисчĕсем те çине тăрса хатĕрленчĕç. Ахальтен мар - вĕсем районăн пĕрлештернĕ командин тĕп вăйĕ шутланаççĕ. Александр Владимирович Созонов преподаватель студентсен хастарлăхĕпе кăмăллă.  Нумаях пулмасть акă вĕсем çăмăл атлетика енĕпе вăтам вĕрентÿ заведенийĕсем хушшинче иртнĕ республика первенствинче япăх мар ăмăртнă.

Вунпилĕк команда хушшинче вăрнарсем саккăрмĕш. Анчах уйрăмшар зачетра Сергей Политов, Василий Ложкин, Артур Кузьмин, Инга Тимофеева, Анна Григорьева, Николай Григорьев, Александр Антонов, Анатолий Шишкин, Александр Кириллов лайăх результатсем кăтартнă. Технологи факультетĕнче вĕренекен Мефодий Павлов вара 5 километрта чи çивĕччи пулнă, ылтăн медале тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июня 2008
00:00
Поделиться
;