Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерÿ енчĕкĕ хулăнланчĕ

Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ команди XIV çуллахи ял спорт вăййисенче кĕмĕл призер ята тивĕçлĕн çĕнсе илчĕ.

Кăçалхи вăйăсем Çĕмĕрле хулинче иртнĕ. Вăл волейбол, сĕтел çи теннис вăййисене, кире пукан спортне, ирĕклĕ майпа кĕрешессине, ишессине, полиатлона, çăмăл атлетикăна, армспорта пĕрлештернĕ. Паллах, программăра ялсенче йăла илнĕ вăйăсем - вырăс лапти тата чушкăлла вылясси те пулнă.

Вăрнарсен командинчи 62 спортсмен 12 тĕсре тупăшнă, 8-шĕ зачет йĕркипе. Командăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов ертсе пынă.

Пирĕн çăмăл атлетсем, полиатлонистсем тата тенниссистсем яланхиллех чи лайăх результатсем кăтартнă. Мальвина Михайлова (Шĕнер Ишек), Таня Макарова (Кăмпал), Александр Емельянов (ял хуçалăх техникумĕ) тата Андрей Николаев (Калинино) эстафетăна пуринчен малтан вĕçленĕ.

Уйрăмшар чупура та Вăрнар атлечĕсем вăйлисен йышне кĕнĕ - Таня Макарова 1500 метрлă дистанцире кĕмĕл призер пулса тăнă, Андрей Николаев 800 метра пиллĕкмĕш, Мальвина Михайлова 400 метра тăваттăмĕш чупса тухнă.

Ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем Сергей Политов, Василий Ложкин, Аня Григорьева, Инга Тимофеева, - нумай енлĕ кĕрешессипе чи вăйлисем. Командăна ăмăртăва Александр Владимирович Созонов хатĕрленĕ. Ку тĕспе страта çавăн пекех техникум преподавателĕ Галина Павловапа кунтан вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарти аслă шкул студенчĕ Дмитрий Герасимов та тухнă. Уйрăмшар зачетра С.Политов, А.Григорьева, Г.Павлова - лидерсем, И.Тимофеева иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ăсталăхпа çитĕнÿ патне ăнтăлни çак спортсменсене пысăкрах ăмăртăва хутшăнма май парĕ - вĕсене Йошкар Ола хулинче пулакан  Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисене кайма Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди йышне кĕртнĕ.

Хапăсри Александр Шатайкинпа Алина Шоркина теннисистсем те - пĕрремĕш. Хăй вăхăтĕнче вĕсем Николай Есенцев паллă тренер патĕнче ăсталăха туптанă.

Волейболла выляса арçынсен команди кĕмĕл призер пулса тăнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Артем Владимировпа Оля Илларионова - пĕрремĕш, Люда Николаева - иккĕмĕш, Дима Авдеев виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Пĕтĕмĕшле кăтартупа кĕрешÿçĕсен команди пьедесталăн иккĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов, 29-мĕш професси училищин преподавателĕ Валерий Александров, патшалăх техника асăрхавĕн инспекторĕ Иван Тимофеев чушкăлла выляса палăрнă -  виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вырăс лаптинче тата канат туртса та вăрнарсем - бронза призерсем.

Механизаторсен конкурсĕ уйрăмах  тыткăнланă. Ку енĕпе район чысне çамрăк трактористсемпе комбайнерсем - Алексей Григорьев («Вурнарская» агрофирма), Леонид Леонидовпа Александр Раков («Янгорчино» хуçалăх) - хÿтĕленĕ. Команда йышĕнче райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ăратлă выльăхсем енĕпе ĕçлекен зоотехник Надежда Семенова та пулнă. Ку конкурса хутшăннă пĕртен-пĕр хĕр трактора фигурăсем туса  чылай механизатортан та  аванрах тытса пынă. Пĕтĕмĕшле кăтартупа - вăрнарсем каллех виççĕмĕш!

Вăрнарăн пĕрлештернĕ команди икĕ кунта 2182 очко пухнă. Канашсем хыççăн ( 40 очко сахалрах) иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Медальсемпе грамотăсемсĕр пуçне вăрнарсем «Спортмастер» лавккара спорт хатĕрĕсем туянма  ирĕк паракан 10 пин  тенкĕлĕх карточкăна та тивĕçнĕ. «Вăл хĕрарăмсен волейбол команди валли тумсем илме кайĕ», - пĕлтерчĕ райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июня 2008
00:00
Поделиться
;