Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Халăх юратакан композитор.

   Концерт пырать.

  - Эх, ма! Матькасси!

   Маншăн пулсан хуткупăс! –янраттараççĕ сцена çинчен çамрăк каччăсем. Кашни хусканăвĕ килĕшÿллĕ. Пăхса тăранмалла мар. Кашни сасса уçăмлă кăлараççĕ.   Виçĕ сасă пĕрлешсе  хăйне евĕрлĕ, урăх никампа та пăтраштарма ăук аккорд тăваççĕ. Кусем В.Кузьмин, В.Долгов, Л.Антонов çамрăк юрăçсем, «Янташ» эстрада ушкăнĕн артисчĕсем.

    «Янташ» ертÿçипе, Анатолий Никитин композиторпа, Ĕпхÿре паллашма  тÿр килнĕччĕ мана. Шкул .=.пе çÿрекенскерсене, пире юриех чăваш пултарулăх коллективĕсемпе паллаштарса çÿрерĕç. Иксĕмĕр те вăрнарсем пулнине пĕлсен хытă тĕлĕннĕччĕ. Нефтяниксен культура керменĕнче йĕркеленнĕ «Нарспи» эстрадçпа фольклор ансамбьне ертсе пыратчĕ вăл ун чухне. Вăл вăхăтра А.Никитин Ĕпхÿри патшалăх искусствăсен институтĕнче композитор пулма вĕренетчĕ (1987-1992 çулсем). «Сказание о суварах» симфони поэмипе  «Уйăхпи» балет хайлама мехел ăитернĕскере Исмагилов Загир Гарипович профессор юратмаллипех юратса пăрахать. «Манăн шанчăкăм», - тесе калать вăл чăваш каччи çинчен.

     Тĕрлĕ ăулсенче «Нарспи», «Нухрат», «Çавал» эстрада ушкăнĕсене ертсе пырать. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче баянист-концертмейстер пулса ĕçлет. Артистсемпе пĕрле миçе хулапа яла çитмен-ши Анатаолий Никитич! Тюмень, Сургут, Хусан, Мускав, Стерлитамак… Чăвашсем пурăнакан вуншар тăрăхра хăй кĕвĕленĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарать халăха. Ахальтен мар унăн ячĕ чăвашсем хушшинче кĕрлемеллипех кĕрлет.

     Юрă-кĕвĕ ăсласси хăйне евĕрлĕ пултарулăх. Хăш чухне кунĕпе асаплансан та, пĕр такт та пулаймасть. Тепĕр чухне вара эрни-эрнипе шухăшласа çÿренĕ кĕвĕ самантрах хут çине ÿкерĕнет. Юрă-кĕвĕ ăслас пултарулăх ашшĕнчен кĕрсе вырнаçнă пулмалла Анатолий ăшне. Ашшĕне, Никита Афанасьевича, Вăрнар районĕнчи Хирпуă ялĕнче астăвакансем халĕ те пур-ха. Колхоз тимĕрçи пулнă вăл. Пушă вăхăтра хут купăс, сĕрме купăс ăсталама юратнă. Хăех ăсталанă музыка инструменчĕсене, хăех каланă. Ашшĕне пулăшнă пĕчĕк Толя музыка хатĕрĕсем кăларакан сасăсен килĕшĕвĕпе илемне туйма, купăс калама ачаллах хăнăхнă. Сăмах май каласан, Толя амăшĕн Мария Яковлеван, 20 ăулти хĕрĕн, 1942-мĕш ăулта арçынсем вырăнне трактористка пулса ĕçлеме тивнĕ. Йывăр вăрçă çулĕсенче каăсерен юрă-кĕвĕпе чунĕсене йăпатма май тупаççĕ арçын лавне туртакан хĕр арăмсем.

    Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕнче 1948-мĕш ăулхи июнĕн 13-мĕшĕнче çуралнă Анатолий Никитин. Кунта пĕрремĕш хут юрă-кĕвĕ илемне туйса илнĕ. Телей шыраса вĕсен çемйи Йĕпреç çумĕнчи Спатар поселокне куăса каять. 1963-мĕш çулта вăл Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине вĕренме каять.  Ăсталăхне каярах Мускаври патшалăх культура институчĕн оркестр дирижерĕсен уйрăмĕнче туптать. Нумай вăхăт хушши Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче баянист-хормейстер пулса ĕçлет. Ансамблĕн тĕп хормейстерĕ Г.Лебедев унăн пултарулăхне кура ăна малалла вĕренме хистет, ÿçлĕ канашсем парать.

    Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăваш эстрадине професси шайне хăпартас ĕçе панă тесен те йăнăш пулмасть Анатолий Никитич çинчен калас пулсан. Вăл хăй йĕркелесе ертсе пыракан «Янташ» ушкăн витĕр паян сцена ăинче юрлакан нумай-нумай эстрада çăлтăрĕ тухнă. Кунта ăунат сарнă Г.Вакку, А.Московский, Л.Васильева, А.Михайлова ячĕсене  паян кашни чăваш пĕлет темелле.

    Чăн чăваш чĕлхипе, чăн чăвашла çырнă сăвăсене çеç суйласа илме тăрăшать А.Никитин хăйĕн юррисем валли. Юрă сăмахĕсем сăмах купи кăна ан пулччăр, чуна пырса тивччĕр тесе тимлĕ сăвăрать. Нумай çул хушши ĕнтĕ В.Давыдов-Анатри, Ю.Сементер, А.Кипеч сăвăçсемпе ĕçлĕ çыхăну тытать. Унăн юррисене халăх умне кăларакансем Е.Степанова, Е.Османова, М.Туринке тата ытти юрăçсем  Анатолий Никитин юррисем çăмăллăн юрланнине, сăмахĕсем чĕрене ларса юлнине палăртаççĕ.

     А.Никитинăн тепĕр питех те пархатарлă ĕçĕ çинчен каламалла. Вăл нумай çул хушши ĕнтĕ Шупашкарти 50-мĕш шкулта хушма вĕренÿ учителĕ пулса ĕçлет. Шкул директорĕ Г.И.Петрова чĕнсе илнĕ кунта. Мăшăрĕпе, Надежда Ивановнăпа, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе, пĕрле хула ачисене чăваш юррисене юрлама вĕрентеççĕ. Музыка урокĕсене хăйсем йĕркеленĕ автор программипе ирттереççĕ. Вĕсем ертсе пыракан ачасен ушкăнĕ темиçе хутчен те хула, республика шайĕнче иртекен мероприятисенче малти вырăнсене йышăннă, хисеп хучĕсемпе дипломсене тивĕçнĕ. Никитинсем хăйсем кĕвĕленĕ ача-пăча юррисен темиçе альбомне кăларчĕç. Хăй кĕвĕленĕ юрăсен енчĕкĕнче А.Никитинăн 500 юрă ытла.

     Акă ĕнтĕ 60 çул тултарчĕ халăх юратакан композитор Анатолий Никитин. ЧР искусствçсене тава тивĕçлĕ деятелĕ, «РФ культурăри çитĕнÿсемшĕн» хисеп палли (почетный знак) кавалерĕ, РФ тата ЧР композиторсен союзĕн членĕ. Эпир, вăрнарсем, хамăр ентешĕмĕрпе мухтанатпăр, унăн ăитĕнĕвĕсемпе чĕререн савăнатпăр. Ăна творчество ĕçĕнче ăнăçупа çирĕп сывлăх  сунатпăр.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июня 2008
00:00
Поделиться
;