Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăтартуллă ĕçшĕн - ылтăн медаль

Хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци юлашки çулсенче хăйĕн  хăватне самай пысăкларĕ. Халĕ вăл республикăри чи малашлăхлă строительство предприятийĕсенче6н пĕри.

Иртнĕ çул кунта тимлекен тăрăшуллăхĕпе пĕтĕмпе 40 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Строительсен кăçалхи ĕç планĕ тата пысăкрах, паян вĕсем поселокри виçĕ пысăк объектра.

- Ленин урамĕнчи 64 хваттерлĕ çурт Мăшăрлану керменне тата чиркÿ тăвас  çĕрте - вăй хураççĕ. Ĕçченсен пĕр пайĕ çавăн пекех Шупашкарта тимлет.

«Вурнарская» МСО-н социаллă объектсем çĕклессипе çĕнсе илнĕ дипломсемпе грамотăсем сахал мар. Çак кунсенче вĕсем çумне тата тепĕр сумлă  награда хутшăнчĕ. Организаци Санкт-Петербургри халăхсем хушшинчи Пахалăхпа Маркетинг Академийĕ ирттернĕ XII-мĕш «Европа шайĕнчи пахалăх» конкурсра Диплом тата ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр!



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июня 2008
00:00
Поделиться
;