Манăçми ентешсем. И.Ф.Кошкин çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Пĕрлешсе пурăнаттăмăр...
«Правда» колхоза Çĕнъял ялĕнче 1930 çулта йĕркеленĕ.
Çĕнъял Нурăс - йăмрасемпе тата улма-çырла сачĕсемпе витĕнсе ларакан пысăках мар ял. Çак ялти хресчен çемйинче 1918 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче çуралнă Исак, колхозăн пулас председателĕ. Вунпилĕк çула çитсен, маннисемпе танах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ: лаша кÿлнĕ, сухапуç тытнă. Çичĕ класран ытла вĕренме май килмен Исакăн ун чухнехи пурнăçра. Çĕршыв социализм рельсисем çине анчах куçса пынă тапхăрта ĕç пур çĕрте те вĕренÿрен малти вырăнта шутланнă.
1939 çулхи ноябрьтен пуçласа 1941 çулхи мартчен Хĕрлĕ çарта службăра тăрать. 1942 çулхи апрельтен пуçласа вăрçă пĕтичченех Совет Çарĕнче фашистла захватчиксемпе çапăçать. Вăрçă хыççăн яла 1945 çулхи июньте таврăнать те колхоз ĕçне пикенет. Ăна уй-хир бригадин бригадирĕ пулма суйлаççĕ. Ялти Евгень ятлă хĕрпе пĕрлешсе çемье çавăрать. Вĕсем виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстереççĕ.
1947 çулхи февральте колхозăн отчетпа суйлав пухăвĕнче Çĕнъял хресченĕсем ăна хăйсен председателĕ пулма уйăрса лартаççĕ.
1954 çулта Çĕнъялти «Правда» колхоз Мачамăшри Папанин ячĕпе тăракан тата Нурăсри «Искра» колхозсемпе пĕрлешсе пысăкланать. Çĕнелнĕ колхозăн председателĕ пулма Исак Кошкина хăвараççĕ.
1955 çулхи çулла, каç еннелле ĕçрен таврăннă чухне, Кошкин уй варринчи икĕ çырма пуçламăшĕнче чарăнса тăрать. Мăн çултан пăрăнса кăштах Мачамăш еннелле утать. Тарăн çырма хĕррине тухать те шухăша каять: ку çырма тăррине пĕвелемелле те çурхи шыва сыхласа хăвармалла, аяларах тата тепĕр пĕве картлама пулать. Çырмапа мăн çул хушшине ĕне ферми лартмалла та виçĕ ялти мăн выльăха кунта пуçтармалла. Правлени çуртне те кунта куçармалла. Машинĕсене те çакăнтах илсе килмелле, - ĕмĕтленнĕ вăтăр çичĕ çулхи председатель.
Çапнă кирпĕчрен тимĕрçĕ лаççи, çĕр ĕне тăратмаллăх вите, вунă машина лартмалăх гараж, икçĕр тонна тырă хумалăх пĕрремĕш склад, çĕр тонна çĕрулми вăрлăхĕ упрама пĕрремĕш подвал тăваççĕ. Малтан пĕрене çурмалли циркуляр, унтан пилорама хута каяççĕ. Производство объекчĕсене хăпартма çитмен кирпĕче Çĕмĕрлери кирпĕч заводĕнчен те кÿрсе килме пуçлать «Правда» колхоз.
Хаçат-журнал нумай вулать Кошкин. Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе интересленсех тăрать вăл. Çулсерен тухса тăракан «Кохозник календарĕпе» 1947 çулта тухнă «Колхоз председателĕн справочникĕ» татăлмаççĕ унăн сĕтелĕ çинчен.
Çапла вара: 1961 çул тĕлне, çиччĕмĕш пилĕк çуллăх пуçланнă тапхăра, пĕтĕм фермăсем тата ытти производство объекчĕсем хута каяççĕ хозцентрта. Лаша витисем çеç юлаççĕ ялсенче.
1962 çул тĕлнех ĕне-выльăх çăраллăхĕпе «Правда» колхоз районта Кольцовкăпа «Броневик», «Самолет» хуçалăхсем хыççăн тăваттăмĕш вырăнта, сыснасен шучĕпе виççĕмĕш вырăнта тăнă. Кашни ĕнерен сĕт суса илесси те Çĕнъялсен, районăн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан, чылай пысăкрах. 1961 çулта пăру çитĕнтерсе колхозри Лукина Пелагея Архиповна районта мала тухнă. Кунсерен 600-шер грамм привес илсе 89 пăру çитĕнтернĕ вăл.
1964 çулхи февральте «Правда» тата «Партизан» колхозсем пĕрлешеççĕ.
Пысăкланнă колхозăн çĕрĕ 1941 гектара çитнĕ, вăл шултра ял хуçалăхĕнче усă кураканнисем - 1670 гектар, вĕсенчен сухалаканнисем - 1280 гектар.
Уй-хир бригадисемех пиллĕк пулса тăнă пĕрлешсе пысăкланнă хуçалăхра. Уй-хирте ĕçлекенсен ытларах пайĕ Шăхальти икĕ бригадăра шутланнă.
Шăхальти хуçалăх центрĕ те çĕнелме пуçлать пĕрлешнĕ хыççăн. Кайран, саккăрмĕшпе тăххăрмĕш пилĕкçуллăхсенче, Шăхальте кирпĕчрен сысна амисене çăвăрлаттармалли, сыснасем самăртмалли витесем тата конюшня ÿссе лараççĕ.
1976 çулхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне шутра мăйракаллă выльăх шучĕ 987 пуçа çитет: вăл шутран сăваканнисем - 286 ĕне, сыснасен йышĕ 666 пуç, сурăхсем 315 пуç, лашасем 75 пуç шутланса тăнă.
Хуçалăх ĕçĕсенче 24 тракторпа, вĕсенчен çурри - гусеницăллисем, 18 автомашинăпа, 6 комбайнпа, виçĕ жаткăпа, 12 трактор прицепĕпе тата ытти нумай тĕрлĕ ял хуçалăх техникипе усă курнă.
Тăххăрмĕш пилĕкçуллăхри плана пур кăтартусемпе те ирттерсе тултарнă. 1970 çулхипе танлаштарсан, çĕр гектар çĕр пуçне 76 центнер вырăнне 161 центнер выльăх ашĕ туса илнĕ, 294 центнер вырăнне 389 центнер сĕт сунă, 49 килограмм вырăнне 57 килограмм сурăх çăмĕ каснă. Кашни ĕнерен 2923 килограмм сĕт сунă. Гектартан 25,7 центнер тĕштырă, 167 центнер çĕрулми, 400 центнер выльăх кăшманĕ туса кĕртнĕ.
- Исак Федорович, мĕнле йĕрке-ха вăл - пирĕн çĕршывра тыр-пул тухăçне бункерлă виçепе илесси, - теттĕм. - Апла пиçенĕ те, мăянĕ те, шывĕ те, аври те тухăç шутне кĕрет.
- Суяпа ултавлă пурнăçăн пылакне ан ăмсанăр, ачасем, - вĕрентетчĕ вăл пире.
Тĕрĕсех: яланах тÿрĕ кăмăллă пулма пехил паратчĕ вăл пире, хăй умĕнчи çамрăксене.
И.Ф.Кошкин 1982 çулхи Акатуйра. «Правда» колхоза ĕçри чаплă çитĕнÿсен символĕпе - районăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавĕпе чысланă самант.
Редакцирен: «Юлташсене ятпа чĕнеççĕ» кĕнеке авторĕ Геннадий Григорьевич Краснов ялан «Правда» колхозра И.Ф.Кошкинпа юнашар ĕçленĕ. Агроном, тĕп агроном, председатель çумĕ тата, вăл калашле, «политкомиссар» (партипе профсоюз организацийĕсене ертсе пынă)... çак кунсенче Г.Г.Краснов хăй 60 çула çитнине паллă турĕ. Ăна юбилейĕ ячĕпе саламлатпăр, пултарулăхĕнче ăнăçусем сунатпăр.
«Юлташсене ятпа чĕнеççĕ» кĕнекерен