Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Семинар-канашлура

Кĕçнерникун районта «Ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлессине йĕркелесси» темăпа семинар-канашлу иртрĕ. Унта ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисене, тĕп агрономĕсемпе ветврачĕсене, ытти специалистсене чĕннĕ. Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕ А.Кузьмин та хутшăнчĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсем малтанах унчченхи «Самолет» хуçалăхăн Вăрнар-Калинино çул хĕрринче вырнаçнă уйĕсене çитрĕç. Семинар-канашлăва уçнă хыççăн район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ С.Павлов Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорне Ю.Попова сăмах пачĕ. «Çак тÿрем уйри темиçе çул акмасăр-лартмасăр выртнă 650 гектара хамăр алла илтĕмĕр,- терĕ Юрий Алексеевич. - Икçĕр гектарне çурхи культурăсем акса хăвартăмăр».

Парлак çĕрсем çинче халĕ предприятин хăватлă техники ĕçлет, кунта кĕрхи культурăсем акса хăварма палăртнă. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Борисов çĕре ресурс перекетлекен технологипе хатĕрлесси пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Унтан семинар-канашлăва килнисем аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн Юпшик Ялтăра ялĕ çумĕнчи 5-мĕш уйĕнче  пулчĕç. Вĕсем кунта выльăх апатне прогрессивлă технологипе мĕнле хатĕрленипе тĕплĕн паллашрĕç. Нумай çул ÿсекен курăксен пуссинче хăватлă техника конвейер йĕркипе ĕçлет. Акционер обществин генеральнăй директорĕ Ю.Попов, хушма хуçалăхĕн тĕп агрономĕ В.Антонов тата район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ В.Никифоров выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе мĕнле йĕркеленине ăнлантарчĕç.

Уйкас Ялтăра ялĕ çывăхĕнчи парка çитĕнекен кукуруза пуссинче пулнă хыççăн семинар-канашлăва хутшăннисем Малтикас Ялтăрари сĕт-çу комплексĕн ĕçĕпе паллашрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июня 2008
00:00
Поделиться
;