Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чирлекенсен йышĕ ÿсет

Май уйăхĕ тĕлне районта ВИЧ-инфекциллĕ 16 çынна регистрациленĕ. Ку чирпе чирлесси 100 çын пуçне 2,5-пе танлашать (республикăра 2,0 кăна) Чи пысăк кăтартусем Тăвай (11,1), Сĕнтĕрвăрри (7,6), Çĕмĕрле (5,8), Хĕрлĕ Чутай (4,9), Куславкка (4,1), Йĕпреç (3,6), Канаш (2,4) районĕсенче тата Канаш хулинче (6,3) палăраççĕ.

Инфекциленнине тупса палăртнă тĕслĕхсен çуррийĕ ЛПУ поликлиникисене лекеççĕ. Республикăра ВИЧ-инфекциллисем хушшинче арçынсем нумайрах, районта - хĕрарăмсем. Республикăра пĕтĕмпе ВИЧ-инфекциллĕ 107 çын вилнĕ, вĕсенчен 23-шĕ СПИД-а пула. Хамăр районта инфекциллĕ 2 çын пурнăçран уйрăлнă, СПИД пулнăран вилнисем çук.

Çынсем ВИЧ-инфекциленнин тĕп сăлтавĕ - венăран наркотик яни. Анчах та юлашки вăхăтра  арлă çыхăну урлă чирленĕ хĕрарăмсен йышĕ ÿсрĕ. Ку ВИЧ-инфекци наркомансен хушшинчен тухса пĕтĕмĕшле халăха тухнине, аталанун çĕнĕ тапхăрне куçнине пĕлтерет.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 июня 2008
00:00
Поделиться
;