Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕпреç те хăна-вĕрле пуçтарчĕ

Виçĕ çул каялла пĕтĕм чăваш халăхне пĕрлештерекен уява - Республика кунне - Вăрнарта чаплăн ирттернĕччĕ. Кăçал уяв хăни-вĕрлине тĕп хуламăрпа пĕрле Муркашпа Йĕпреç районĕсем йышăнчĕç.

Кÿршĕлле Йĕпреç районĕнче икĕ куна тăсăлнă уяв мероприятийĕсем нумайлăха асра юлĕç. Çĕнелсе капăрланса, хăтлăланса кайнă район çак кунсенче тата та социаллă çĕнĕ объектсемпе пуянланчĕ. Вĕсене сумлă хăнасем - Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Н.Бударинпа П.Семенов, Ханты-Мансийск автономи округĕнчи Нефтеюганск район пуçлăхĕ В.Семенов, Президент Администрацийĕн ертÿçи А.Шарапов, Раççей Геройĕ Н.Гаврилов, çĕршывĕпе паллă телеертÿçĕ Л.Якубович - хутшăннипе савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Миллиард ытла тенкĕ хывнă объектсен шутĕнче - Аниш - Çавкка - Çĕнĕ Кĕлĕмкасси автоçул, пахалăхлă шывпа тивĕçтерекен водовод, 31 хваттерлĕ пурăнмалли çурт, çĕнелнĕ чукун çул вокзалĕ, «Россельхозбанкăн» Чăваш енри представительствин офисĕ. Кунсăр пуçне поселокри Асăнупа Мухтав скверĕнче МИ-8 вертолет вырнаçтарнă. Президент çак вырăн çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе  вăйлатассине сумлă тÿпе хывнине палăртрĕ.

Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсем пĕрремĕш кун Пучинке тăрăхĕнчи питĕ те илемлĕ кĕтесре - Камай уйĕнче - иртрĕç. Йăлана кĕнĕ «Камай уйĕн урхамахĕ» кăçал юланутçăсене вунпĕрмĕш хут пуçтарчĕ. Кунтах республикăри ял поселенийĕсен иккĕмĕш спартакиади иртрĕ. Каласа хăвармалла: вăл тĕп ăмăртусемсĕр пуçне традицилле мар вăйăсене те пĕрлештерчĕ. Спортсменсен йышĕнче вăрнарсене курма питех кăмăллă пулчĕ. Район чысне Санарпуç ял поселенийĕн çамрăкĕсем хÿтĕлерĕç. Вăрнар çамрăкĕсем - ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем - кавир çине тухрĕç. «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕн çумĕ Евгений  Захаров вара хатĕрĕсене пĕлессипе палăрчĕ.

Уяв сумне Раççей халăх артистки Надежда Бабкина йĕркелесе пынипе иртнĕ патриотла юрăсен «Раççей юррисем» фестивалĕ пушшех ÿстерчĕ. Паллă юрăçпа  пĕрле уçланкăри сцена çинче хăйсен пултăрулăхĕпе Бурят Республикинчи Байкал наци юрă театрĕ, Çурçĕр Осетири «Ритмы гор», Саха-Якутири «Таймаада», Краснодарти  казак юррисен «Гриница» ансамблĕсем, Екатерина Бродская, Андрей Хохловский паллă юрăçсем паллаштарчĕç.

Тепĕр кунне Йĕпреç поселокĕ халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» XVI фестивалĕн хăнисене йышăнчĕ. Вунă сехет тĕлнелле тĕрлĕ тумсемлĕ, тĕрлĕ халăх юрриллĕ куçа илĕртекен колонна районти культура çуртĕнчен культурăпа кану паркне килсе çитрĕ. Сцена çине Армени, Карели, Мордови, Удмурти, Тутарстан, Краснодар крайĕн, Красноярск, Волгоград, Тверь облаçĕсен пултарулăх ушкăнĕсем тухрĕç. Вĕсене Йĕпреç, Элĕк, Вăрнар, Тăвай, Комсомольски районĕсен артисчĕсем улăштарчĕç. Хыççăн сценăна МТС çыхăну операторĕ йĕркеленипе республикăри паллă «Çăлкуç» тата «Çĕçпĕл» ансамбльсем, «Нота j» ташă ушкăнĕ йышăнчĕç. Халăхсем хушшинчи туслăх çирĕпленсе пынине, нацисен культури çÿллĕрех шая çĕкленнине çирĕплетекен фестиваль юрри-кĕвви каçчен те шăпланмарĕ.

Паркра кунĕпех ал ĕç выставкисен куравĕ ĕçлерĕ, тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусем иртрĕç. Вăрнар кĕрешÿçисем физкультурăпа спорт комплексĕнче вăй виçнĕ вăхăтра волейболистсем паркра тупăшрĕç. Пирĕн спортсменсем ултă командăран чи вăйлисем пулчĕç.

Юрă-кĕвĕ, вăйă-кулă, асамлă фейерверк... Асра юлмалли чылай. Çапах та тăван халăхăмăрăн кунран та пĕлтерĕшлĕрех пулăмпа мăнаçланмалли пур: уяв вăхăтĕнче ытти наци культурипе паллашнипе, регионсем  хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене аталантарма инвестицисене хамăр тăрăха явăçтарма май пуррипе.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 июня 2008
00:00
Поделиться
;