Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кану вăхăтне усăллă ирттереççĕ

Ачасем чăтăмсăррăн кĕтекен каникул кунĕсем тинех пуçланчĕç. Вĕсен халĕ пушă вăхăт нумай, ăна май пур таран кăсăклăрах ирттерме тăрăшаççĕ.

Çавна май, районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин уйрăмĕнче, акă, каникул вăхăтĕнче шкул лагерĕсенче вулавсем йĕркелесси тата çĕнĕ кĕнекесемпе хаçат-журналпа паллаштарасси ырă йăлана кĕчĕ.

Кăçал та ку уйрăм интереслĕ мероприятисем чылай хатĕрленĕ, унта Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă. Сăмахран, А.С.Пушкин пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă мероприятисем - «У Пушкинского Лукоморья» викторина, юмах вулавĕсем, мультфильмсем пăхни - пурне те кăмăла  кайнă. Çавăн пекех вăтам ÿсĕмри шкул ачисене «Костяника» фильм кăтартнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 июня 2008
00:00
Поделиться
;