Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вулакана парне кĕтет

Хаçат тусĕсемшĕн вăл чăннипех те парне вырăнне пулĕ, уйрăмах чăваш литературин аталанăвĕшĕн çунакансемшĕн: паянхи номертен юратнă «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат страницинче пирĕн ентешĕмĕрĕн, вулав тĕнчин çутă шанăçĕн Елена Тикиневан «Ăçта юрату, унта çутă» трагикомедийĕ пичетленме тытăнĕ. Пултаруллă çамрăк çыравçăн çак пьеси драматургсем хушшинче ирттернĕ республикăри конкурсра пысăк хака тивĕçнĕ. Вулакан çавăн пекех ас тăвать пулĕ, Е.Тикинева «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» кĕнекене кĕнĕ «Пирĕшти» повеçĕ те «Çĕнтерÿ çулĕн вулаканĕсен чунĕсене тыткăнланăччĕ.

Чăваш драматургийĕнчи çĕнĕ ятсене пирĕн пĕлмеллех.  Çавăнпа та вĕрентекенсене уйрăммăн чĕнсе калас килет - литература урокĕсенче, шкул тулашĕнчи мероприятисенче çак повеçпе туллин усă курма май  пулĕ.

Çырăнтару тапхăрĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Тен, хăшĕ-пĕри район хаçатне çырăнса ĕлкĕреймен. Эппин, васкăр! Тусăрсене аса илтерĕр! Иккĕмĕш çур çулта кăсăклă произведенисем  татах та пулĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 июня 2008
00:00
Поделиться
;