Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕске хыпарсем

v     «Уй кунĕ - 2008» ял хуçалăх техникин выставка-демонстрацийĕ кăçал Çĕрпÿ районĕнче вырнаçнă Россельхозакадемин ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институтĕнче иртнĕ. Пĕлтĕр ăна «Санары» агрофирма  уйĕсенче йĕркеленĕччĕ.

Ял хуçалăх аталанăвĕн патшалăх программине пурнăçлакан анлă мероприятие район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов, Вячеслав Никифоров тĕп инженер, Ростехнадзор инспекторĕ Иван Тимофеев, «Янгорчино», «Победа», «Знамя», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсен, «Кольцовка» агрофирма, аш-какай комбиначĕн ертÿçисем хутшăннă.

v     Районăн çамрăк шашка ăстисем, Чăваш ен Президент кубокне çĕнсе илнĕскерсем, нумаях пулмасть Адлерта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртуран таврăнчĕç. Халĕ вĕсем Самара хулинче пулакан «Волжские зори» Пĕтĕм тĕнчери  турнира кайма хатĕрленеççĕ. Командăра - Майкл Петров, Ирина Иванова, Юрий Антонов, Артем Максимов.

v     Тупăш сахал илекен çемьесенчи ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси районта тĕп тивĕçре. Республика кунĕнче акă вунă ача «Ильинский» сывлăхпа кану лагерьне тухса кайнă. Путевкăсемпе ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тивĕçтернĕ. Çуллахи вăхăтра ку мелпе пĕтĕмпе 33 ача канĕ.

v     Паянхи кун тĕлне килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредитпа 214 çын усă  курнă.  Банкран пĕлтернĕ тăрăх, илнĕ 32 миллион та 236 пин тенкĕн ытларах пайĕ ял хуçалăх техникине туяннă çĕре кайнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 июня 2008
00:00
Поделиться
;