Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Суйлăр: сиенлĕ йăла е сывлăх;

Табак, çын пурнăçне кĕскетекен чирсене пуçарса яракан тата вĕсене аталанма пулăшакан тĕп сăлтавсенчен пĕри шутланать. Вĕсем онкологи, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен чирĕсем, гипертони...

Туртма пуçлакансенчен никам та ку чир-чĕрсем çинчен шутламасть, кашниех япăххи аякран иртсе каясса шанать, хăть хăш вăхăтра сиенлĕ йăлана пăрахăçлама пултарасса ĕненет. Анчах çакă йăнăш шухăш. Пурнăç хăех кăтартать: алла сигарет тытнăшăн та хаклă «тÿлеме» тивет. «Тÿлевĕ» вара - чирлĕ шалти органсем, табакран «пăхăнни», сирĕн çывăх çынсен сывлăхĕ хавшани... Вĕсен сигарет тĕтĕмне пĕрмаях сывлама тивет-çке - ку вара туртнинчен те сиенлĕрех.

Экономика тĕлĕшпе вăйлă аталаннă çĕршывсенче табак обществăна мĕнле сиен кÿнине тахçанах ăнланнă, çавна май вĕсенче сигарет туртакансен йышĕ те çулсеренех палăрмаллах чакать. Лайăх кăтартусем - сывă пурнăç йĕркине анлă пропагандăланин, табака хирĕçле  реклама сиенлĕ йăлапа туслашман ĕçченсене хавхалантарнин, çирĕп саккунсен витĕмĕ.

Аталанса пыракан тата тин çеç рынок экономикин çулĕ çине тăнă çĕршывсенче (çав шутра Раççейре те), шел пулин те, табакпа усă курасси чакма мар, самаях ÿссе пырать. РФ Патшалăх Думинче тухса калаçнă май, В.Путин премьер-министр та ку ыйту питĕ кăткăс тăнине пăшарханса палăртрĕ.

Раççейри арçынсен 70 - 75 проценчĕ, хĕрарăмсенчен 25 - 30 проценчĕ сигарет туртать. Арçын ачасенчен ытларахăшĕ 10 - 11 çултах сигарета пĕрремĕш хут тутанса пăхаççĕ, хĕрачасем - 14 - 16-ра. 90-мĕш çулсенчех, акă, Вăрнарта урамра уççăн туртакан хĕрачасене хунарпа шырасан та тупма йывăрччĕ. Халĕ вара - кашни утасрах. 9-мĕш тата аслăрах классенче вĕренекенсем хушшинче (уйрăмах поселок шкулĕсенче) çакнашкал 2 - 3 е ытларах хĕрача пур. Тĕлĕнмелле те, вĕсем хăйсене асăрхасран пытанма та тăрăшмаççĕ, пурте курмалла тĕтĕм мăкăрлантарса мухтанаççĕ. Çак пулăм, паллах, çамрăк ăру сывлăхĕшĕн пăшăрхану çуратать.

Раççейре те сиенлĕ йăлана хирĕçле ĕç пырать-ха: ятарлă саккун йышăннă, пирĕн çĕршыв табакпа кĕрешессипе тимлекен халăхсем хушшинчи конвенцие кĕнĕ. Профилактика мероприятийĕсем те туллин иртеççĕ, çав шутра республикăра  - «Çамрăксем - наркотике хирĕç», «Сывă пурнăç йĕркишĕн» акцисем. Анчах ку кăна çителĕксĕр - кашни çыннăн алла  сигарет унăн хăрушă сиенĕ çинчен шутламалла, табакри никотин чир-чĕрсен сăлтавĕ пулма пултарнине ăнланса илсе сывă пурнăç йĕркине суйласа илмелле.

Енчен те хăвăр тĕллĕн сиенлĕ йăлана çĕнтерме вăй çитмерĕ-тĕк, ятарлă специалистсенчен, врач-наркологсенчен пулăшу  ыйтăр - вĕсем сире усăллă сĕнÿсем парĕç е медицина пулăшăвĕ кÿрĕç. Чи пĕлтерĕшли - хăвăр сывлăха суйласа илсе тĕрĕс йышăну тăвасси.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 июня 2008
00:00
Поделиться
;