Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тирпей-илем хамăршăн

 

Г.Петров, Пăртас ял поселенийĕн пуçлăхĕ:

        - Чи малтанах çакна каласшăн: ял поселенийĕсен районти чи ятлă-сумлă пуçлăхĕсемпе пĕрле «çавра сĕтел» хушшине мана та чĕннине пысăк чыс вырăнне хуратăп, тавтапуç. Паянхи кун пурне те хумхантаракан çивĕч ыйтусене пĕрле сÿтсе явни кăмăла çĕклет.

Пăртас ял поселенине кĕрекен ултă ялта 1600-е яхăн çын пурăнать. Шел, тĕпрен илсен, пĕр ялĕнче те асфальт сарнă урам çук. Калăпăр, районти чи пысăк ялта - Пăртасра - вун тăватă урам, вĕсен тăршшĕ 20 километра яхăн. Хăшпĕр урамсене, тĕрĕссипе, çуллахи вăхăтра машинăпа мар, çурран та кĕрсе тухма хăрушăччĕ: шыв-шур çырмалантарса янă е лачакаланнă-шурлăхланнă тĕлте хамăш кашлатчĕ. Паянхи пурнăçра урамсене такамсем килсе асфальт сарса парасса кĕтсе алла усса ларнипе нимĕн те пулас çуккине эпир лайăх ăнланнă. Икĕ çул каялла, çапла, çанă тавăрса пысăк ĕçе кÿлĕнтĕмĕр, ял урамĕсене хамăр вăйпа тирпей-илем кĕртме пикентĕмĕр.

Ял çывăхĕнчен чул, кирпĕч ванчăкĕ, хăйăр турттарма тытăнтăмăр. Çак ĕç пĕлтĕр те, кăçал та малалла пырать. Меллĕ самантпа усă курса, пире хăватлă техника уйăрса тата ытти енĕпе спонсорла пулăшса тăнăшăн «Август» фирмăн Вăрнарти филиалĕн директорне, хамăр республикăн Патшалăх Канашĕн депутатне Владимир  Васильевич Свешникова Пăртас тăрăхĕнче пурăнакансен ячĕпе чĕререн тав тăватăп. Пирĕн ĕçлĕ хутшăнусем малашне тата çирĕпленессе шанас килет.

Пытармăпăр, икĕ çул каялла пирĕн пуçару ялти хăшпĕр çынсемшĕн кулăшла та туйăнчĕ пулас, тăрăхлама пăхакансем те тупăнчĕç. Çынсем  харпăр хăй пурăнакан урамсене тирпей-илем кĕртессипе тÿлевсĕр ĕçрен пăрăнатчĕç. Йывăррăн пулин те ырă улшăнусем чылай пулчĕç, çакă çынсен шухăш-кăмăлне те улăштарчĕ. Ял поселенийĕн администрацийĕ хăйсемшĕн тăрăшнине ăнланчĕç, ĕçе активлă хутшăнаççĕ.

Халĕ Пăртас урамĕсенчен ытларахăшне тирпей-илем кĕртнĕ темелле. Çуркуннехи-кĕркуннехи йĕпе-сапара та çăмăл машинăсемпе йĕркеллĕн кĕрсе тухма пулать. Çакă, паллах, пысăк ĕçĕн çимĕçĕ: пĕлтĕр акă хăватлă машинăсемпе 156 рейс туса урамсене строительство материалĕ турттарса килнĕ. Кăçал  ку таранччен тата виçĕ урама 74 рейс кăларма май килчĕ. Çак майпа ытти ялсенчи урамсене те юсатпăр.

- Паллах, ял урамĕсене асаттесен меслечĕпе тирпей-илем кĕртес ĕçе ирĕксĕртен пурнăçлама  лекнĕ пире. Халĕ, хамăр республика Президенчĕ Н.Федоров пуçарнипе ял урамĕсене асфальт сарас тĕллевпе йышăннă программăна пурнăçа кĕртме тытăннă хыççăн, Пăртас тăрăхĕнче пурăнакансен чĕрисенче те шанăç çуралчĕ. Малашне пирĕн ял урамĕсем те асфальт курĕç. Акă, çитес çулах пысăк ĕçсем пурнăçлама тытăнмалла. Çапла, Пăртас витĕр виçĕ урама - пурĕ 4,1 километр - асфальт хума палăртнă. Çак çул Урожайнăй, Чăваш ен 50 çул ячĕллĕ тата Клубнăй урамсемпе иртсе чукун çул переезчĕ патне çитмелле. Çарăклăра  та Гагарин тата Лесной урамсене - пурĕ 2,6 километр - асфальт сармалла.

Иккĕмĕш тапхăрта, 2012 - 2015 çулсенче, ялсен урамĕсене тата 5,5 километр асфальтпа çирĕплетме ĕмĕтленетпĕр.

Ял урамĕсене асфальт сарас ĕçре ура хуракан сăлтав  пирки те каласа хăварас килет. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕсĕр пурне проект тата проектпа смета докуменчĕсем хатĕрленĕ чухне çав тери пысăк чăрмав тухса тăрать. Вăл - электричество линийĕсене куçарасси. Мĕнпур çĕрте  тенĕ пекех электричество линийĕсене урам варрипе  вырнаçтарнă. Вĕсене куçарма вăхăт тата укçа-тенкĕ нумай пĕтет.

 

- Масарсене - таса вырăна - юхăнтарса яни те те çынсен кăмăлне хуçатчĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерессипе те чылай ĕç пурнăçлама май килчĕ. Çапла, Пăртас ялĕн масарĕ тавра халăх пулăшнипе çĕнĕрен карта тытрăмăр, çĕнĕ пÿрт туса лартрăмăр. Ытти ялсен масарĕсене те тирпей-илем кĕртнĕ. Пăртасăн хĕвеланăç енче çĕнĕрен уçакан масар тавра çитес икĕ çулта пирĕн 500 метр карта  тытса çавăрмалла, вăй çитерсе пÿрт çĕклесе лартмалла. Çарăклăпа Волонтер масарĕсем тавра пурĕ 800 метр карта çĕнетмелле.

- Сăмах панипе усă курса, каçарăр та, манăн Пăртас çамрăкĕсене хумхантаракан тепĕр ыйту  çинче те чарăнса тăрас килет. Вĕсене ялта клуб çукки хытă пăшăрхантарать.

Пăртасра 1200 ытла çын, çав шутра 16 - 30 çулсенчи 400 ытла çамрăк, пурăнать. Вĕсем ку тарнччен вăтам шкулăн актовăй залĕнче пухăнатчĕç. Кунта техника тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма, культурăпа массăллă мероприятисем ирттерме условисем çуккине пула аренда килĕшĕвне малалла тăсма май  çук тесе шутлатпăр. Ялта  клуб çук пиркиех халĕ çамрăксен ирĕксĕрех Çарăклăна тата Вăрманкаса çÿреме лекет.

Яш-кĕрĕм ялта 200 вырăнлă пĕр хутдлă  клуб туса пама ыйтать. Енчен те укçа-тенкĕ уйăрса парсан, вĕсем çак  çурта нимелле кăçалах туса хута яма  хатĕр. Районти чи пысăк ялта ятарлă клуб çукки, паллах, килĕшÿсĕр. Ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлеме республика Президенчĕ пĕлтĕр кĕркунне кăларнă Указ та хавхалантарать тата хушать.

Çамрăксем тенĕрен, вĕсен пуçарăвĕпех июльпе август уйăхĕсенче ял варринчи ирĕклĕ вырăнта стадион тата ача-пăча площадки туса ĕçе кĕртесшĕн.

 

 

Л.ИВАНОВА, Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ:

- Ку ыйтусем, паллах, кашни ертÿçĕшĕн çивĕч тăраççĕ. Поселенисем йĕркеличчен ялсене хăтлăх кĕртессине укçа-тенкĕ хывма майсем сахалтарахчĕ. Халĕ бюджета хамăр палăртнăран ку ĕçе лайăхлатма пултартăмăр. Çак çулсенче кăна акă эпир хамăр тăрăхри Калининăри, Шăхальти тата Çĕньялти çĕнĕ урамсене электрификацилерĕмĕр. Çутăпа усă  курнăшăн укçине вăхăтра тÿлесе тăратпăр. Шел, пире, ытти çĕрти пекех, штатра электрик çукки ура хурать.

Ял хушшисене хăтлăх кĕртессипе çак çулсенче сахал мар тимленĕ. Пĕлтĕр кăна  ку ĕçе бюджетран 920 пин тенкĕ хывнă. Салари Гагарин тата Çамрăксен урамĕсенчи лачакаллă çулсене йĕркене кĕртрĕмĕр. Алăра çавăн пекех урамсене юсамалли тепĕр проект пур. Вăл 700 пин тенкĕ ытларах тăрать. Ăна хатĕрлекен «Чувашавтодор» предприятипе çичĕ çул пĕрлешсе ĕçлетпĕр ĕнтĕ.

Тĕрĕссипе, çул ыйтăвне эпир яланах тĕпе хывнă. Асфальт сарман урамсене тăтăшах грейдерсемпе якаттарнă. Ку ĕçре вырăнти депутатсем пулăшса пыни хавхалантарать. Ял старостисем халăха ăнлантарасине пысăк тÿпе хываççĕ.

Чи пысăк проблема вăл, паллах, - çÿп-çап. Унпа эпир çулталăк тăршшĕпе кĕрешетпĕр. Юлашки çулсенче акă поселение кĕрекен сакăр ялта санкцилемен 30 яхăн свалкăна пĕтертĕмĕр. Юрать, халăх тирпейлĕхре пурăнма аванраххине, тасалăхшăн кашнин тăрăшмаллине чунпа туйса илчĕ. Мачамăшсен акă шăматкунсерен субботниксем тăвасси йăлана çирĕп кĕчĕ. Тăрăшулăх харама каймарĕ - ялсем тирпейленчĕç, вăрмансем хăрăк туратсемпе типĕ çулçăсенчен тасалчĕç. Килĕштерсе ĕçленĕшĕн шкул ачисене уйрăмах тав тăвас килет.

Виçĕмçул республика бюджетĕнчен Кÿлхĕрри шывне хăтлăлатма 43 пин тенкĕ уйăрса илме май килчĕ. Çав укçапа туса лартнă беседкăсем халĕ пурне те илĕртеççĕ.

 

 

В.Бурмистрова, Кульцав ял поселенийĕн пуçлăхĕ:

- Çулсем - малашлăх тĕкĕрĕ тесе ахаль каламастпăр ĕнтĕ. Вăл ял цивилизацийĕн палли, инфраструктурăна, культурăна аталантаракан паллă.  Çапла калама мана çул çуккипе тÿснĕ инкек те хистет - иртнĕ çул Çавалкас Хирпуçра харăсах тăватă кил çунса кĕлленчĕ. Кун хыççăн çĕр çывăрайми пултăм - Çавал урлă çул хывмасан эпĕ пуçлăхра ĕçлеме тивĕç мар. Ĕмĕтленни пурнăçланать - халĕ ăна туса пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ. Шел, укçа çитменнипе автобус çаврăнмалли вырăна тăвассине проектран кăларнă. Ку ыйтăва çине тăрсах татса памалла.

Оттиккăвă еннелле каякан çул питĕ начарччĕ. Çумăрлă çанталăкра кĕрсе тухма май çукччĕ. Инкек-мĕн пуласси пирки каламалли те çук. Пĕлтĕр унта плитасем сарса тухрăмăр. Халăх  питĕ кăмăллă. Кульцаври тĕп урам витĕр Кушлавăша  çитекен çул та кĕçех илемĕпе илĕртме тытăнĕ.

Çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем чылай, Кульцавра акă тимĕр кĕпере юсамалла. Шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Пăрăхсем çĕрсе шăтса пĕтрĕç. Иртнĕ çул хам укçаран тÿлесе çĕре чавтартăм. «Вурнарская» агрофирма ертÿçи В.Семенов пăрăхсем парса пулăшрĕ. Ку ыйту пурпĕр татăлман-ха. Пулăшу ыйтса строительство министерствине те, Министрсен Кабинетне те çыру çыртăм. Шыв хранилищи пулсан ыйту татăлать, тесе лăплантарчĕç. Анчах унччен халăхăн мĕнле  пурăнмалла-ха?

 

- Пирĕн тăрăхри масарсем парк пекех. Вĕсене тасатса, айăккисене çулсах тăратпăр. Кульцав çăвине çĕнĕ карта тытса çаврăнтăмăр.

Ку ĕçре уйрăмах кивĕ-мĕлĕшсем маттур. Пĕлтĕр сăваплă вырăна тирпейлеме 50 çын ытла тухрĕ. Кăçал пысăк ĕçсемех çукран пурне те чĕнмерĕмĕр. Апла пулин те çирĕммĕн ытла пухăнчĕç. 

- Кульцавра ĕçлеме тытăнсан малтанах йĕрес вĕçне çитеттĕм - халăх йышпа ĕçлеме хăнăхман. Халĕ ăнланма  тытăнчĕç ĕнтĕ - хамăр тăрăшнипе кăна тасалăхра пурăнма пулать.

Ял хушшисенчи çÿп-çап куписене пĕтертĕмĕр. Çум курăксене çулса тасатрăмăр. Анчах та пире йăлари ăпăр-тапăрсене пăрахма ятарлă вырăн çукки  питех хумхантарать. Поселени территорийĕнче йĕркеленĕ свалкăна курсан чун ыратать. Кунта Вăрнарти чылай организацисем ирĕк ыйтмасăрах хăйсен çÿп-çапне пырса тăкаççĕ.

Эпир тавралăха варалакансемпе çивĕч кĕрешетпĕр, айăплине явап тыттаратпăр. Кун пек  тĕслĕх темиçе те илсе кăтартма пулать. Пĕрре  ÿркенмесĕр çÿп-çап пакетне тĕрĕслерĕм. Тухса пăрахнă кĕнеке тăрăх (ачин ячĕ пулнă) хуçине тупрăм. Тепри тата çÿп-çапа тин кăна  тасатнă çул çине пăрахса хăварнă. Вăрнара кайма тухнăскер, автобус çинче хытах каларăм: «Айăплине пĕрех тупатăп», - терĕм. Каялла таврăннă чух пакет çухалнă. Эппин, хуçи автобусра пулнă...

Халăхпа калаçни ĕçре витĕм кÿретех. Çавăнпа та ăнланулăхпа пĕрлĕхе мала хурасчĕ.

 

(Материалы круглого стола с главами Калининского Буртасинского и Кольцовского сельских поселений).

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 июня 2008
00:00
Поделиться
;