Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Улăхра

«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕ выльăх апачĕ хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрать. Мăн Çавалпа чикĕленекен улăхра хÿхĕм ÿснĕ курăка куллен вуншар тонна çулса типĕтеççĕ, ăна рулонсем туса фермăсем çывăхне турттарса тăраççĕ. 

Ирех вăраннă Мăн Çавал тăрăхĕ. Авă, Ракăш кÿлли çывăхĕнчи улăхра механизаторсем хĕрÿ ĕçе кÿлĕннĕ. Вĕсенчен пĕринпе, Геннадий Михайловпа, калаçу пуçартăмăр.

- Мăн Çавал хĕрринчи Талхир ялĕнче çуралса ÿснĕрен лайăх астăватăп, - сăмахне катаран пуçларĕ хуçалăхăн чи паллă механизаторĕ. - Ĕлĕкрех ку тăрăхри колхозсенче лашасемпе мĕн пур выльăх-чĕрлĕхе улăх утипе усранă. Çу уйăхĕсенче Мăн Çавал хĕррипе йăлтах утă капанĕсем ларатчĕç. Пурăна-киле улăхра çулма пăрахрĕç,  ку вырăнсем юрăхсăра тухрĕç. Иртнĕ çула  пирĕн хуçалăх ертÿçи улăх утине çĕнĕрен çултарма  тытăнчĕç, Мăн Çавал тăрăхĕ выльăх апачĕ хатĕрлемелли вырăн тăчĕ, - ырă пуçарăва кăçал та ăнăçлă,  вăхăтра тытăнни çинчен хаваслансах каласа пачĕ Геннадий Михайлов механизатор.

Утă пухса кĕртессине лайăх йĕркеленĕ, пĕтĕм ĕçе механизацилесе çитернĕ. Пĕрисем «Волга-2» йышши косилкăпа  утă çулаççĕ, теприсем ăна паккусласа тăраççĕ, виççĕмĕшĕсем симĕс массăна фермăсем çывăхне турттарса тăраççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 июня 2008
00:00
Поделиться
;