Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Улшăнусем кĕртнĕ хыççăн

шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД   уйрăмĕн   

пропаганда енĕпе тимлекен инспекторĕ.

 

Ку çул пуçламăшĕнчен РФ Правительстви РФ Административлă право нормисене пăсни çинчен калакан кодексне çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе улшăнусем кĕртрĕ. Уйрăммăн илсессĕн - транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан правасенчен хăтарнă çын руль умне ларнă е вăл медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен тĕслĕхсем тĕлĕшпе.

Тĕрлĕ айăппа правасенчен хăтарнă водительсем пурпĕрех транспорт хатĕрĕпе çÿренĕшĕн - кодексăн 12.7-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче, суд йышăнăвĕпе правасемсĕр хăварнă водительсем ÿсĕрле çул çине тухнăшăн 12.8-мĕш статьян 3-мĕш пайĕнче 15 талăка тытса хупма пăхнă. Енчен те ку водительсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçлеççĕ-тĕк, кодексăн 12.26-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн вĕсене те çакнашкалах явап тыттараççĕ.

Кăçал январь уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен Вăрнар районĕн миравай сучĕ РФ Административлă право нормисене пăсни çинчен калакан кодексĕн çÿлерех асăннă статйисене пăснипе çыхăннă 30 административлă ĕç пăхса тухнă, кашни тĕслĕхпех водительсене 15 талăклăха ирĕкрен хăтарма йышăннă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 июня 2008
00:00
Поделиться
;