Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕлĕхшĕн савăнса, чĕререн хавхаланса

«Вĕрентÿ» приоритетлă наци проектне учительсем пĕрремĕш çулĕнчех питĕ ырласа йышăнчĕç. Çĕнĕлĕхшĕн савăнса, чĕререн хавхаланса вăй хума тытăнчĕç. РФ тата ЧР Президенчĕсен сумлă грантне тивĕçнĕ шкулсем пурлăх базине çирĕплетрĕç, пуянлатрĕç. Вĕрентекенсем вара хăйсен пĕлĕвне малалла ÿстерме тăрăшрĕç.

Чи лайăх шкулсене, учительсене тупса палăртас, вĕсене укçан хавхалантарас конкурс  кăçал та иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче районти шкулсем те, учительсем те пурри аван. Пирĕн шкулти математикăпа информатика учителĕ Вера Павловна Иванова та çĕнтерÿçĕсен ретне тăни пире, ĕçтешĕсене, хавхалантарать, савăнтарать.

Чăннипех пуян чунлă, ырă кăмăллă, хăй ĕçне чĕре хушнипе пурнăçлакан, ачасене юратакан, вĕсене пĕтĕм пĕлĕвне пама хатĕр çын вăл Вера Павловна. Пархатарлă ĕмĕт-тĕллев тапса тăрать унра, ачасене математика тĕнчипе çывăхлатассишĕн куллен тăрăшать, ÿкерÿ ăсталăхне туптама пулăшать.

Санарпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 28 çул математикăпа информатикăна вĕрентет вăл, хăйĕн чун илемне, ăшшине çамрăк ăрăва парнелет. Пултарулăхĕшĕн, пуçарулăхĕшĕн маттур хĕрарăма ĕçтешĕсем, ашшĕ-амăшĕсем, ентешĕсем хисеплеççĕ. В.Иванова - педагогика ĕçĕн чăн-чăн ăстаçи, самана таппине туйса тăракан мал ĕмĕтлĕ вĕрентекен.

Вера Павловна ачасен хушма вĕрентĕвĕн «Античные этюды» программине хатĕрленĕ, «Çамрăк математик» пултарулăх пĕрлешĕвĕ ăна тĕпе хурса ĕçлет. 2005 çулта пичетленсе тухнă «Приобщение к творчеству» кĕнекере В.П.Иванова ĕç опычĕпе, уроксен тĕрлĕ тĕсĕпе паллаштарни пур. Тĕрлĕ темăпа çырнă ĕçсемпе кашни çулах ачасен хушма вĕрентĕвĕн методика хатĕрлевĕсен республикăри конкурсне хутшăнать, призлă вырăнсем йышăнать.

Вера Павловна занятисенче тĕрлĕ мелпе усă курать,  ачасемпе кашнинпе уйрăм ĕçлесси йăлана кĕнĕ вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемшĕн - тĕрлĕ конкурсра, конференцире, олимпиадăра мала тухнăшăн - чăннипех савăнать. Районта, республикăра, регионсем хушшинчи тупăшусенче палăрнисем шкулăн, районăн, ял тăрăхĕн ячĕ-сумне çĕклеççĕ.

Вăл ăс панă çамрăксем халĕ халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ тытăмĕнче вăй хураççĕ. Кун-çулне вĕрентекенĕн ĕç-хĕлĕпе çыхăнтарнисем йышлă.

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене пурнăçлас ĕçре çамрăксене  вĕрентесси тата воспитани  парасси пысăк вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесен çĕршыва паян, уйрăмах ыран, пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавра курăмлă, культура тата ăс-хакăл енчен хăватлă çынсем кирлĕ. Вĕсем çеç пурнăçа глобализаци условийĕсенче улăштарса çĕнетме пултараççĕ. Çакăн пек шухăшлать Вера Павловна Иванова. «Çирĕп çемьере çитĕнекен ача çеç пуласлăх хуçи. Ашшĕ-амăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса, ырă ĕçĕсене туйса, курса çитĕнмелле ачан. Ĕçе курса, туйса вĕренсе пыракан çамрăк çеç ыран Этем пулса тăрĕ, - терĕ Вера Павловна. - Çитĕнÿ, çĕнтерÿ никĕсĕ - тăрăшуллă кашни кунхи ĕç, манăн юратнă вĕренекенĕмсем, ăнланакан ĕçтешĕмсем, ырă сĕнÿ-канашпа хавхалантаракан упăшкам, хаклă Ларисăпа Наташа хĕрĕмсем. Тата çакна та палăртмасăр май çук. Хальхи тапхăрта ашшĕ-амăшĕ те «çиччĕ виçсе пĕрре касма» пĕлет: ачисене лайăх пĕлÿ паракан шкула ярать. Ку тĕлĕшпе пирĕн шкул коллективĕ - районта лайăххисен шутĕнче».

Ырă шухăш-кăмăлпа, ырă тĕллевсемпе утать, пурăнать вĕрентекен. Ыранхи куна шанчăклăн пăхма утма  сăпайлă та вашават хĕрарăма вăй параканĕсем - пянхи шкул ачисем.  Вăл ачасен чунне туякан, вăхăтра пулăшу пама вăй-хăват тупакан, хăйĕн паха тĕслĕхĕпе, ĕçĕсемпе сăпайлăх енне туртакан вăй.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;