Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çар вăййисенче тăватă команда

«Зарница» тата «Орленок» çар вăййисен республикăри финалне кăçал Аçăмçырминчи, Вăрнарти 2-мĕш шкулсен тата 29-мĕш професси училищин командисем хутшăнма тивĕçнĕ. Пĕрремĕшсем «орленоксен», иккĕмĕшсем «зарничниксен», виççĕмĕшсем пуçламăш професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсем, 2-мĕш шкул çумĕнчи «Патриот» клуб çар-патриот клубĕсем хушшинче тупăшнă.

Иртнĕ çул çамрăк армеецсем ăмăртусенчен призлă вырăнсемпе таврăннăччĕ. Кăçал та тĕрлĕ конкурссенче вĕсен çивĕчлĕхĕпе  пултарулăхĕ малта пуласса шанас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;