Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çемйипех Çĕнтерĕве туптарăмăр

Фашистла  Германие çапса аркатнăранпа 63 çул иртрĕ. Апла пулин те вăрçă кунĕсем асăмрах.

...1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерме халăха ялти  хальхи магазин патне пуçтарчĕç. Колхоз ертÿçи В.Иванов коммунист, граждан вăрçинче хăрах урине чĕркуççи таран çухатнăскер, хĕрÿллĕн калаçать, Хĕрлĕ Çар хаяр тăшмана кĕçех çапса аркатса ăна çĕршывран хăваласа кăларасси çинчен ăнлантарать. Ялсовет ертÿçи И.Данилов çитес кунсенчех çамрăк арçынсене çара илме пултарасси çинчен каларĕ.  Пурте салхуллăн килĕсене саланчĕç. Темиçе кунтан çамрăк арçынсене, каччăсене вăрçа илсе кайма тытăнчĕç. Кÿлсе капăрлатнă лашасем халĕ те куç умĕнчех. Пĕкĕсене пурçăн тутăрсемпе, лаша хÿрисемпе çилхисене тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе илемлетнĕ. Ял çийĕн салтак юрри янăрать. Çывăх тăванĕсем хапха алăкне уçса хураççĕ, салтака каякансене кĕрсе тухма чĕнеççĕ. Фронта ăсанакансем купăс сассипе юрлаççĕ, ташлаççĕ, хуçисем вĕсене алшăллисем çакса яраççĕ.

Каç енне сулăнсан ял халăхĕ вăрçа каякансене ăсатма униче хапхи патне тухатчĕ, пуçланатчĕ вара хурлăхлă самант. Каччăсем савнă хĕрсене ыталаççĕ, аяккарах кайса темскер калаçаççĕ, тепре ташласа юрлаççĕ те Нурăс еннелле çул тытаççĕ. Сывă пул, тăван ялăм - Шĕнер Ишек!

1942 çул. Вăрçă сарăлсах пырать, Тăван çĕршыв  пысăк хăрушлăхра. Çулла Миша пиччен те салтак ячĕ тухрĕ. Анне пичче валли килте пĕçернĕ çăкăртан сухари, сурăх ашĕнчен типшĕм хатĕрлеме тытăнчĕ, пиртен аялти кĕпепе йĕм çĕлерĕ, атте çĕнĕ çăпата калăпларĕ. Августăн 7-мĕшĕнче пиччене ăсатма тăвансем, пĕлĕшсем, кÿршĕсем пуçтарăннă. Атте хăй колхоза панă «Москвич» лашана кÿлсе килнĕ. Пурте салхуллă, аннепе ыттисем йĕреççĕ. Килкартинчен тухнă чухне лаша сылтăм урине ярса пусрĕ те каяшне кăларса пăрахрĕ. Анне çакна асăрхарĕ те: «Пирĕн Мишка пурпĕр каялла çаврăнса килет», - терĕ.

Çакна та манаймастăп. Пичче салтака кайиччен атте колхоза панă «Москвич» кĕсрен тихипе ĕçлетчĕ. «Нептун» ятлăччĕ вăл. Пĕр икĕ уйăх маларах эпир ăна вăрçа ăсатнăччĕ. Пиччерен виçĕ кĕтеслĕ çыру илтĕмĕр. Вăл савăнăçлă хыпар пĕлтерет: «Командирпа пĕрле лаша вити тăрăх пыратпăр. Пĕр лаши хыттăн кĕçенет те кĕçенет, тапăртатма  тытăнчĕ. Пăхрăм та - манăн «Нептун». Командир лашана мана пачĕ».

Ку Иваново облаçĕнчи Ковров хулинче пулса иртнĕ, пичче унта тăракан кавалери полкне лекнĕ. Кĕркунне енне ăна Сталинград патне куçарнă. Çарсем çак хулашăн çапăçма хатĕрленнĕ. Лашасене усрама кунта питĕ йывăр килнĕ. Утă-улăм, витесем пулман. Çавăнпа лашасене пусма хушнă, çапла «Нептунăн» пурнăçĕ Аслă Çĕнтерÿшĕн вăхăтсăр татăлнă. Сталинград патĕнче тăшмана аркатса тăкнă хыççăн вăрçă çулĕсемпе пичче Венгрие çитнĕ, Çĕнтерÿ кунне Балатон кÿлли патĕнче кĕтсе илнĕ. Киле вара 1947 çулта, анне каланă пекех, лайăхах çаврăнса çитрĕ. Колхозра бригадирта, ялсоветĕнче ĕçлерĕ. Юлашки вăхăтра, 30 çула яхăн, Çĕмĕрле вăрман хуçалăхĕнче тимлерĕ. Кунта темиçе лаша тытрĕ, вĕсем пурте «Нептун» ятлăччĕ.

1943 çулта аттене те салтака илчĕç. Ватăрах пулнă пирки вăл вăрçă чарăничченех таврăнчĕ.

«Вăрçă çулĕсене мĕнле тÿссе ирттернĕ-ши», - ыйтатăп тепĕр чухне хамран хам. Пирĕн ачалăх, çамрăклăх йывăр ĕçре иртнĕ. Кĕлеткеллĕрех пулнă пирки ăçта кайма, мĕн ĕç тума хушман пулĕ; Вăйсăртарах колхозсене пулăшасси йăлана кĕнĕччĕ вăрçă вăхăтĕнче. Пăрачкав енчи «Кувакино» колхозра сухаламан-акман çĕрсем чылай выртнă. Пирĕн «1 мая» колхозран 8 çынна лашасемпе плугсем кăкарса çак колхоза суха ĕçĕсем тума ячĕç, вĕсене ăсатса яма, вырăна çитерме мана хушрĕç. Шăрăх, кунĕпех çул çинче пултăмăр. Çĕр выртнă хыççăн мана каялла ячĕç.

Çапла, вунвиççĕрискер, вăрман витĕр пĕчченех килетĕп. Çĕмĕрле патне çитиччен çывăрса кайнă, «Москвич» çултан пăрăнса курăк çине тухнă. Мĕн вăхăт çывăрнине пĕлместĕп, анчах ватăрах çын сассипе вăрантăм. Вăл манран вырăсла ăçта каймаллине ыйтса пĕлчĕ. «Санăн инçе каймалла, текех ан çывăр», - терĕ çак ырă çын. Каç енне киле çитрĕм.

Пирĕн пĕр тĕллев - фронта пулăшасси - пулнă. Эпир Çĕнтерÿ пуласса кĕтнĕ, шаннă.

1947 çулхи пĕр кĕрхи кун. Ялти клуба çемйипех чĕнчĕç. Кунта аттепе пиччене, аннепе икĕ аппана тата мана вăрçă медалĕсемпе наградăларĕç. Халĕ пысăк çемйерен Маруç аппапа эпĕ кăна юлтăмăр. Аякри ялта çуралса ÿснĕ мăшăрăм та вăрçă хыççăн çак медале тивĕçнĕ пулнă.

Тепĕр чухне тарăн шухăша путатăп. Эпир, ача-пăча, «Фронтпа тыл - пĕрлĕхлĕ» лозунгпа ĕçленĕ, пирĕнсĕр, тылрисемсĕр, фронт тытăнса тăма пултарайман. Халĕ вăрçăн чăн-чăн участникĕсем питĕ сахалăн юлчĕç. Пирĕнтен 3-4 çул аслăраххисенчен хăшпĕрисем вăрçă çулĕсене строя тăман чаçсенче ирттернĕ, вĕсем Мосин винтовкине те, Шпагин автоматне те алла тытса курман, вăрçă медальне те тивĕçмен. Анчах вĕсем вăрçă участникĕсен çăмăллăхĕсемпе усă кураççĕ, çулсерен хаклă парнесем илеççĕ, вĕсене укçа-тенкĕпе чыслаççĕ. Тепĕр енчен, çакскерсем тĕлпулусене хутшăнма та вăтанаççĕ. Эпир, вăрçă медальне тивĕçнисем, нумайăн мар. Тивĕçлисенчен чи тивĕçлисене панă-çке çак наградăна. Шел, тыл ĕçченĕсене çителĕксĕртерех хисепленĕ пек туйăнать.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;