Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул çинче - виçĕ виле

Тем сăлтавпа, анчах юлашки вăхăтра çул çинче инкек хыççăн инкек çырăнать. Çуран çÿрекенсем те, водительсем те - çамрăксем те, аслăраххисем те - чылайăн аманса сусăрланаççĕ е пурнăçран уйрăлаççĕ.

Иртнĕ эрнере, эрнекун, акă, ирхине 3 сехет тĕлĕнче Канаш - Вăрнар автоçул çинче ытла та хăрушă инкек çыраннă. Айкăшра пурăннă 27-ри каччă тытса пыракан Форд - Фокус автомашина Мăн Турхан ялĕ çывăхĕнче кювета сикнĕ, чарăниччен темиçе хут та çаврăна-çаврăна ÿкнĕ. Пĕччен пулман вăл машинăра, пĕрле ларса пыракан 39-ти хĕрарăм та йывăр суранланнă. Хăрушă аварире нихăшĕ те чĕрĕ юлайман: инкек вырăнĕнчех вилсе кайнă.

Июнĕн 30-мĕшĕ умĕнхи каçхине пулса иртнĕ инкек те çавăн пекех синкерлĕ вĕçленнĕ, ку хутĕнче - Уравăш - Вăрнар автоçул çинче. Санарпуçĕнчи А., хăйĕн МТЗ-52 тракторĕпе пыраканскер, Уравăш ялĕнчен 1,5 çухрăмра руле тытса чарайман, кюветалла вĕçсе кайнă. Суранĕсем  йывăр, пурнăçшăн хăрушă пулнăран арçын çавăнтах вилсе кайнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;