Еткерлĕх ыйтăвне татса панă
Вăрнар район прокуратури поселокра пурăнакан Анна Николаевна Лобаеван, 2-мĕш ушкăн инваличĕн, ыйтăвĕ тăрăх тĕрĕслев ирттернĕ.
Упăшки вилнĕ хыççăн, саккунпа килĕшÿллĕн, А.Лобаеван еткерлĕх - мăшăрĕн пĕрлехи пурлăхри - Вăрнарти хваттерти пайне - илмелле пулнă. Еткер прави çинчен свидетельство илме вăл Вăрнар нотариат округĕн нотариусĕ Наталия Александровна Мулеева патне пĕтĕм документсене тăратнă. Çапах та нотариус еткерлĕх свидетельствине хатĕрлеме хирĕçленĕ. Çакна А.Лобаеван СССР паспорчĕ тивĕçлĕ пулманнипе (вăл ăна тĕне тĕпе хурса РФ паспорчĕпе улăштарман) сăлтавланă. Анчах РФ гражданствиллĕ вкладыш пур СССР паспорчĕсем Раççей территорийĕнче паянхи кун вăйра, çакна РФ Аслă суд практикипе çирĕплетнĕ.
Вăрнар район прокуратури А.Лобаеван интересĕсене хÿтĕлесе, нотариус ĕçне саккунсăр тесе йышăнма, еткерлĕх прави çинчен свидетельствăна туса пама хушма ыйтса тавăç заявленийĕ хатĕрленĕ.
Вăрнар район сучĕн кăçалхи май уйăхĕн 16-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе прокурорăн тавăç заявленине туллин тивĕçтернĕ.