Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Герой Вăрнарта ĕçлерĕ

Июль уйăхне кĕнĕччĕ... 1968 çул. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ Указ çине 1-мĕшĕнче алă пуснă. Анчах тĕлĕнтермĕш  хыпар Вăрнара хăвăртах çитрĕ, пурне те савăнтарса пăрахрĕ. Районта лайăх пĕлнĕ Иван Никифорович Никифорова Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă!

Хĕрĕх çул çитрĕ унтанпа. Чăваш Республикинчи учительсенчен пĕртен-пĕр Ĕç Геройĕ хĕрĕх çула яхăн Вăрнарта ĕçлерĕ. Эп ăна ылтăн çăлтăрĕ умĕн ултă çул, çăлтăрне çакнă хыççăн вунă çула яхăн пĕлнĕ. Мухтавлă чыс ăна урăхлатмарĕ: яланах пĕр хăй евĕр кăшăллăччĕ, тараватлăччĕ, сăпайлăччĕ, çав тери ĕçлĕхлĕччĕ. Учительсен аслă пухăвĕсенче, пленумсенче, конференцисенче тĕл пулкаланă, «Пĕлÿ» общество, мир хÿтĕлевĕн районти комитечĕ пĕрлехи çула чĕннĕ чух калаçкаланă. Шкулти унăн математика пÿлĕмне (класс-кабинетне) кĕрсе курнă.

Яла кайма пĕррехинче райком указĕпе ларса тухнăччĕ. «Костя ман патра маттур вĕренетчĕ, - терĕ Иван Никифорович, водителе мухтаса. - Ман ачасем хушшинче япăх вĕренни те, путсĕр çын та çук...». Сăмахне вара литература çине куçарчĕ. Чăваш поэзине лайăх пĕлет. Алексей Воробьева мухтать. «Нарспие» пăхмасăр калаттăм...».

Унăн кабинетĕнче, класс умĕнче, çавра рамкăра, Софья Ковалевская портречĕ çакăнса тăратчĕ. Пĕрлех вырăссен пĕрремĕш хĕрарăм математикĕн, философи докторĕн сăмахĕсене илсе кăтартнă: «чун-чĕрепе поэт пулмасăр математик пулаймастăн. Поэт ытти асăрхайманнине те тарăнрах курать. Математик та çавнашкал пултарма тивĕç...» Иван Никифорович вырăс классикине, совет литературине хытă юратнине пĕлеттĕм. Сăнанă тăрăх, математиксем ахаль те питĕ вулакан халăх. Кĕçĕн Кипекре пире алгебра тата истори вĕрентнĕ Степан Федоровичпа Александр Григорьевич таçтан та тупма пултарнă чаплă  кĕнекесене  ăмăртса тенĕ пек вулатчĕç, çут тĕнчен пĕтĕм ырлăх-пурлăхне пирĕн ума кăларма хатĕрччĕ. Вĕсен воспитанникĕсем ĕмĕрне те усал шухăш тытман пуль. Гайдар е Зурабов йышши политиксене, министрсене, олигархсене тем тесен те вĕрентекенĕсем тĕлĕшĕнчен ăнăçман. Анăç ен капашсăр шукăль курăнсан та, хăвна пăхса ÿстернĕ çĕршывна, халăхна епле-ха çав таранах усал сунмалла; Тĕнчипех аркатас та тустарас тĕллевлĕ компрадорсем хунарĕç.

- Математика илемлĕ, пĕпчевлĕ шухăшлама вĕрентет, - тенĕччĕ Учитель. - Маншăн вăл кун-çулăм тăршшĕне пилленĕ задани пек  пулса тухрĕ.

- Математикăна ĕмĕрлĕхе  суйласа илнин сăлтавĕ те пулĕ;

- Мана çав тери ырă çынсемпе пĕрле çитĕнмешкĕн шăпа тухрĕ...

Вăл хăйне Упири шкулта вĕрентнĕ вăйлă математиксене асăнатчĕ: Тихонов, Митрофанов, Ефимов, Спиридонов, Егоров... Александр Григорьевич Егоров, физик тата математик, тăватă чĕлхепе калаçнă. Клавдия Ивановна Горина (Нурăсран), ăслă литератор, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, Микихвер Иванĕн чун-чĕринче ĕмĕрлĕхе таса йĕр хăварнă. РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ ята И.Н.Никифорова 1951 çулта хăйĕн учителĕпе Василий Спиридоновичпа пĕр вăхăтра панă. Ялта пĕрле вĕреннисенчен Иван Шашковпа Александр Михайлов техника наукисен докторĕ, Прокопий Петров физикăпа математика наукисен докторĕ пулса тăнă. И.Никифоров вĕсемпе тата çавăн пекех академиксемпе - ачаран пĕлнĕ Вениамин тата Юрий Петровсемпе, тĕрлĕ хулари ученăйсемпе Владимир Архиповпа (Мускав, Çар академийĕ), Иван Александровпа (Донецк), Самуил Владимировпа (Орел), Василий Игнатьевпа (Тюмень) юлташла ĕçлĕ çыхăну тытнă. Хăй вĕрентнисем - Мускаври, Киеври, Минскри, Горькинчи, Хусанти институтсенче ĕçлекенсем ăна çĕнĕрен çĕнĕ литературăпа тивĕçтернĕ. Учитель шкафĕнче хушма учебниксем, учительсен Мускаври институтĕнчен çырăнса илнĕ пособисем, аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕме шутламалли задачăсен пуххисем нумайччĕ. Вăл хăй те кашни çĕнĕ темăпа йывăртарах задачăсем шухăшласа кăларнă. Çуллен экзаменсенче тĕл пулакан йăнăшсене тишкернĕ. Олимпиадăсенче ялан вăрнарсем малти вырăнсене тухнă.

Ун хăйне шанмасăр халтан ÿкнĕ ача пулман. Вăл пурне те вăйлисен шайне талпăнма хăнăхтарнă. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта математикăна чи вăйлă категорипе вĕрентнĕ Ольга Алексеевна Семенова асилет: «Ашшĕсене вăрçăра çухатнисем пирĕн класра вуннăн ытлаччĕ. Мĕн тери чунне парса ĕçлетчĕ çавсемпе Иван Никифорович! Ырă кăмăлĕ ăшшăн тапса тăратчĕ. Нихçан та, никама та ĕнерхишĕн ятламан. Пуринчен те çирĕп, анчах ăспа ыйтнă. Коллектив ĕмĕр манас марла туслăччĕ...» Тепĕр çыруран (ăна нумаях пулмасть «Çĕнтерÿ çулĕн» редакторĕ патне Санкт-Петербургран наука докторĕ Сергей Арсеньевич Владимиров профессор ярса пачĕ): «1968 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Иван Никандровича урокĕнче курма тÿр килчĕ. Кăкăрĕ çинче Герой Çăлтăрĕ ялкăшатчĕ. Тирпейлĕ, йăрăс тăрать. Класа уявлăн, тÿррĕн сăнать, хăйне майлă чеерех кулăпа çупăрлать: «Эп пĕлнине эсир пурте туянма хатĕр-ши;..» Кашни вĕренекене тĕллĕн тимлĕх уйăрса пĕр-пĕринпе уççăн ăмăртма ирĕк паратчĕ. Контрольнăй чухне класа малтан 3-4 задача  сĕнет. Шутласа пĕтерекенĕ чи паха паллă илет. Анчах мухтав сăмахĕсене хушма задачăсене маларах пурнăçлаканнисем тивĕçеççĕ... 1970 çулта вăл эпĕ Ленинградри çар инженерĕсен академине (хальхи Çарпа Космос университечĕ) кайма шут тытнине пĕлнĕ-мĕн. Маншăн пăшăрханать иккен. Вăхăтне-мĕнне хĕрхенмесĕр мана экзамена хатĕрлерĕ. Кăткăс самантсен «чеелĕхĕсене» тавçăрма вĕрентрĕ. Унăн хушма урокĕсем маншăн çав тери вырăнлă килсе тухрĕç. Конкурспа пĕр вырăна 26-ăн тăрăннăччĕ. Физикăпа (юлашки экз.) «тăваттă» лартасшăнччĕ те - «Наука тата кăткăс пурнăç» журналти кăткăс задачăна «шĕкĕлчесе» кăтартнă хыççăн «пиллĕк» пачĕç. Вăрнара таврăнсан Учителе шыраса тухрăм: «Пирвайхи семестрпа пурте пиллĕк-ха», - терĕм. Кăмăлне сассăр çутă куллипе палăртрĕ. Ку маншăн академире ырласа тав тунисенчен чылай хаклăрах пулчĕ...»

Иван Никифоровичпа Серафима Павловна (мăшăрĕ, математик) Никифоровсен хĕрĕсем те, мăнукĕсем те математиксем.

Аслисем пенсие тухса Шупашкара куçрĕç. Мире хÿтĕлекенсен районти комитечĕн ĕçне-хĕлне И.Н.Никифоров мана тыттарса хăварчĕ. Çавăнтан вара, 1977 çулхи январьтен, урăх тĕл пулаймарăмăр.

1910 çулта паллă-чаплă çынсемпе пуян тăрăхра, хальхи Красноармейски районĕнчи Упире çуралнă вăл (Госдумăн пирвайхи чăваш депутачĕ çавăнтан тухнă). Тăхăр  вун виçĕ çул пурăнчĕ.  Ĕçĕ-хĕлĕ асрах. Сăнарĕ манăçмасть. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул ун ячĕпе хисепленсе тăрать. Ăна «Вăрнар хула поселенийĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чысланă. Кун-çулĕпе интересленекенсем шкулти музее час-часах кĕркелесе тухаççĕ. Сентябрьте Герой ячĕпе асăнмалăх уроксем ирттерчĕç.

И.Никифоров халăх ĕçне хастар хутшăннă. Шкулта - пионерсен, комсомолецсен вожакĕ: райсоветпа райком таранах. Нумай çул хушши - парторганизаци секретарĕ, райком членĕ, парторганизацисен, учительсен съезчĕсен делегачĕ, Вăрнар поссовет депутачĕ, математиксен районти медкомиссин председателĕ, халăх сучĕн заседателĕ, т.ыт.те, тата тем те пĕр. Сталинград вутĕнче урине йывăр сусăрлатнă вăрçă инваличĕ хутлă-хутлă çĕклеме нăйкăшмасăр чăтнă. Çын çинче çÿреме, рабочисемпе, ял çыннисемпе халаплама кăмăллатчĕ, шÿтлеме юрататчĕ, çынна шеллетерес мар-ха, тенĕн, Байрон пек, япшаррăн уксахлатчĕ...

Ĕçне-хĕлне, сумлăхне, наградисене шута хурсан (орденĕсем - чи хаклисем, медалĕсем - шăкăрин), ытлашши сăпай пурăннă-çке, теес килет. Вăрнарти йывăç çурта хăй аллипе лартнă. Пÿрчĕ тавраллах чечек ешеретчĕ! Шупашкарти хваттерне хăй  пухкаланă укçи-пухчипе туяннă. Çав хушăра юлташĕсен ретĕнче - министрсем, министрсен канашĕн пуçлăхĕ, райком-обком хуçисем... Хăйшĕн, çемйишĕн мĕн те пулин тархасласа никама та чăрмантарман вăл...

Иван Никифоровичăн кĕçĕнрех юлташĕ те, Анатолий Александрович,  Совет Союзĕн Геройĕ, çавнашкалччĕ* хăйшĕн, шеремет, пачах та хыпмарĕ. Геройсем пурăннă çав кăптăртăк йывăç пÿртсем çине асăнмалăх хăма татки çапсан та  юрать пуль...

Шутласан, вăт мĕнлерех геройсем пулнă пирĕн!



"Çĕнтерÿ çуле"
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;