Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕçех тĕслĕх клуб алăкĕсем уçăлĕç

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн ялти культура çурчĕсене çĕнетсе улăштарассипе алă пуснă Указĕ республикăра  пурнăçа кĕме тытăнчĕ. «Культура» наци проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕн (пĕрремĕшĕпе 500 модельлĕ библиотека уçнă) пуçламăш утăмĕ пур ĕнтĕ - Республика кунĕнче  Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕнче çĕнетнĕ пĕрремĕш тĕслĕх клуб уçăлчĕ.

Вăрнар районĕнче Президент указĕпе чи  малтан районти культура çуртне çĕнетĕç. Хальхи вăхăтра кунта ĕçсем анлă сарăлнă: методика кабинетне тата иккĕмĕш хутри пÿлĕмсене тĕпрен юсанă, ытти ĕçсем пыраççĕ.

Тĕслĕх клубсем уçни - ял территорийĕсене тăнăçлă тата комплекслă аталантаракан утăмăн палли. Указ пурнăçланăвĕн тĕп условийĕсем шутне муниципалитетсем енчен пĕр тан укçа-тенкĕ уйăрасси те кĕрет. Палăртнă тăрăх, йăла пĕлтерĕшлĕ ĕçсемшĕн вырăнти влаç яваплă. Республика вара модернизаци ĕçĕсем ирттерме, техника оборудованийĕпе - çутă, сасă тата кино аппаратурисемпе - тивĕçтерме пулăшĕ. Райадминистрацин социаллă аталану пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районти культура çуртне çĕнетме Вăрнар хула поселенийĕн бюджетĕнчен 200 пин тенкĕне яхăн уйăрнă. Юсав ĕçĕсем хаклине кура, паллах, укçа кунтан самай ытларах кирлĕ.

«Поселенисем хушшинчи культура учрежденийĕ» - культура çурчĕн ячĕ çапла пулĕ. Инна Николаева Шашкова директор ăна малашне те ăнăçлă  ертсе пырĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;