Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Нурăсра та педучилище пулнă

Калининăри вăтам шкулта ăс пухакан ачасемшĕн тата вĕрентекенсемшĕн иртнĕ вĕренÿ çулĕ яланлăхах асра юлĕ. Вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче вĕсем вырăнти педучилищĕне уçнăранпа 75 çул тултарнине уявларĕç.

Педучилище историйĕпе Кюлхĕрри  шкулĕнче вăтăр тăватă çул директорта ĕçленĕ Лев Федорович Федоров паллаштарчĕ.

Заря Филипповна Тихонова вăрçă хыççăнхи йывăр тапхăр çинчен çапла каласа кăтартрĕ: «1946 çулта педагогика институтне вĕренме кĕтĕм, çулталăкран училищĕне таврăнтăм. Хăш-пĕр вĕрентекенсемпе ачасем вăйсăрланса ÿкетчĕç. Çапах никам та пуçа усман: туслă вĕреннĕ, пĕрле ĕçленĕ, юрланă, ташланă. Тавах мана аса илнишĕн. Шкул маншăн - тăван кил».

Ленинград блокадинчи тăлăх ачасене вырнаçтарма училищĕне хупни çинчен Петр Никифорович Никифоров пĕлтерчĕ.

Вĕрентекенсене хисеплеме, вĕсенчен тĕслĕх илме, ăс парса каланине хаклама, пурнăçра тĕрĕс  пĕтĕмлетÿсем тума Александр Иванович Терентьев çамрăк ăрăва сĕнÿ пачĕ.

Енĕш шкулĕн ветеранĕ Анна Александровна Иванова калаçăва хăй çырнă илемлĕ сăвăсемпе пуçларĕ. Вăл вăрçă хыççăн хĕрĕх икĕ ачана ултă  букварьпе вĕрентнĕ, йывăр пулнă пулсан та малаллах тăрăшнă.

Тĕл пулăва пĕтĕмлетсе Иван Михайлович Смирнов Калинино педучилищинчен вĕренсе тухнă, шел пулин те, уява çитейменнисене асăнса  тухрĕ.  Паян вĕсем тĕрлĕ çĕрте тимлеççĕ: Иван Порфирьевич Петров, математика ăслăлăхĕн докторĕ, Новосибирскри гидроинститутри вĕрентекен, Иван Андреевич Андреев, профессор, ЧПУ-н  тата ЧППИ-н преподавателĕ, Владимир Никифорович Абашев, нумай çул хушши  ЧПУ-н филологи факультечĕн деканĕ, Павел Спиридонович Журавлев, Шупашкар хулин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пуçлăхĕ, Илья Павлович Прокопьев, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ...

З.Н.Еремеева  тата Л.З.Степанова хатĕрленĕ кĕвĕллĕ литература композицине  пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем кăтартрĕç, аслă классенчи пикесем хăнасене чăваш ташшипе савăнтарчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;