Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сумлисем манăçмаççĕ

Вулакансем хаçатри «Район çыннисем», «Манăçми ентешсем» рубрикăсене асăрханă. Вĕсем хамăр енĕн паллă-сумлă  çыннисене хисеп тунине ырлаççĕ. Тĕрĕс: пурнăçран уйрăлнисене те манма  кирлĕ мар, тесшĕн. Кун-çула Тăван çĕршыва, халăха, района хастаррăн пилленисем, пăхас-тăк, кашни-пĕри хăйне евĕр пурнăç шкулĕ шутланать. Акă, кăçалхи октябрĕн 13-мĕшĕнче икĕ  хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ ятпа ĕçленĕ Сергей  Ксенофонтович Коротков çуралнăранпа 100 çул çитет. Тĕрĕссипе, пĕтĕм районпа, республикăпа палăртмалли событи. Коротков халалне ăша хывмалăх тепре асилер-и; Шел, самани çапларах-ши: С.К.Коротковăн çывăх соратникĕ, республикăн тава тивĕçлĕ агрономĕ, ВДНХри мĕнпур тĕслĕ медальсене тивĕçнĕ Иван Васильевич Нараткина юлашки çула  ăсатнине унăн юлташĕсем те нумайăшĕ пĕлеймесĕр тăрса юлнăччĕ...

Паянхи номерте вăрнарсене тепĕр паллă событие - И.Н.Никифорова Социализмла Ĕç Геройĕ ята панăранпа 40 çул çитнине асилтерес терĕмĕр. Çак Учителĕн математика шкулĕ хăватлăччĕ!



"Çĕнтерÿ çуле"
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;