Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсем çĕнтернĕ

Республикăри влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсен спартакиади йĕркипе футбол вăййисен зонăри ăмăртăвĕсем пилĕк çĕрте иртнĕ. Пирĕн район команди Канаш хулинчи, Вăрмарти, Тăвайĕнчи, Йĕпреçри ĕçтешĕсемпе Тăвай салинче вылянă. Пĕтĕмĕшле  13 мечĕк тапса кĕртсе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Командăра - Сергей Павлов, Андрей Матвеев, Сергей Политов, Сергей Шуркин,  Костя Сидоров, Юрий Бурмистров, Иван Федоров, Владимир Федоров, Николай Созонов.

Умра - чĕрĕк финал. Зонăсенче çĕнтернĕ 10 команда çак вырсарникун Шупашкарти  «Спартак» стадионта тупăшĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;