Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Алăсене çума ан манăр

Пыршă инфекцийĕсем шутне чылай чир - дизентери, вар-хырăм тифĕ, токсикоинфекци, вирус гепатичĕ тата ыттисем те - кĕреççĕ. Вĕсене тĕрлĕ микробсем пуçараççĕ, анчах пурте пĕрешкел мелпе ереççĕ: микробсем организма çăвар урлă лекеççĕ, унтан хырăма  тата пыршăлăха çитеççĕ. Инфекци пуçаракансем тулашри  тавралăхра  хăйсене питĕ лайăх туяççĕ: вĕсем таса мар савăт-сапа çинче, апат-çимĕçре тата шывра темиçе сехетрен пуçласа темиçе уйăх таранах пурăнаççĕ. Сĕтре тата унран тунă продуктсенче микробсем пурăнаççĕ кăна мар, ĕрчесе йышланаççĕ. Çав вăхăтрах продукт тути те, тĕсĕ те улшăнмасть. Микробсем пысăк температурăран хăраççĕ: вĕретнĕ çĕрте темиçе минутрах вилеççĕ.

Енчен те пыршă инфекцийĕн пĕрремĕш паллисем пур-тăк (температура ÿсни, ăш пăтранни тата хăсас  килни, хырăм ыратни т. ыт. те.), ачана тÿрех ыттисенчен уйăрăр, тухтăра васкавлăн чĕнĕр. Вăйсăртарах ачасен пыршă инфекцийĕсем час-часах йывăррăн иртеççĕ. Çавна май тухтăрсем ачана больницăра сиплеме сĕнеççĕ пулсан ан хирĕçлĕр.

Ан манăр: чир-чĕртен асăрханас тесен гигиена нормисем ыйтнине çирĕп пăхăнмалла. Правилăсем ансат, вĕсене пурте пĕлеççĕ. Чи малтанах апат çиес е  пĕçерес умĕн, ачана çитериччен тата туалета кайса килнĕ хыççăн алăсене супăньпе çумалла. Вăйăсем хыççăн, урамран кĕрсен, чĕрчунсене ачашласан ачасен аллисене çума ан манăр. Пахчара таса мар пахча-çимĕçпе улма-çырлана çиме чарăр. Сĕте (пастерленине те) яланах вĕретĕр, сивĕ вырăнта тата хупă савăтра упрăр.

Нумай чухне пыршă чирĕсен сăлтавĕ - хăвăрт пăсăлакан продуктсем. Пĕвесемпе кÿлĕсенчи, юханшывсенчи, пăхса тăман çăлсенчи шывпа усă курма та хăрушă. Çавăнпа та вĕсенчи шыва ĕçме кăна мар, улма-çырлапа пахча-çимĕçе, савăт-сапана çума та юрамасть. Кунсăр пуçне шыва кĕнĕ чух та чир ертме май пур.

Хатĕрленĕ апат-çимĕçе, ĕçмесене, продуктсене шăнасенчен лайăх хÿтĕлемелле. Апат çинĕ хыççăн савăт-сапана тÿрех пуçтарса хурăр, апат-çимĕç юлашкисене тата тĕпренчĕксене лайăх хупăнакан витрене перĕр. Çÿп-çап витрине кунсеренех тăкса тасатса тăмалла.

Çÿлерех асăннă сĕнÿсене пысăк тимлĕх уйăрăр. Вĕсене пăхăнасси - пыршă чирĕсемпе кĕрешмелли тĕп мел.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 июля 2008
00:00
Поделиться
;