Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăрушлăх калăпăшне пĕлетпĕр-и?

Анекдот çÿретчĕ: «Чăваша пĕтереес çук, - тенĕ пулать Реформатор. - Чăвашăн çĕр улмипе уйран пур». Ялти пирĕн урамри вăй питти арçын, аслă пĕлÿллĕ инженер-механик, фермера тухасшăн хăтланса пăхрĕ. Топливăшăн антăхса, Госдумăн шкула мечĕксем парса хăварнă депутачĕ таранах чупкаларĕ. «Суйлавччен ăна шыраса тупаймарăм, суйлав хыççăн манпа калаçмарĕ», - тенĕччĕ фермер. Тракторĕсене, машинисене, гаражне, ĕнине, ытти выльăх-чĕрлĕхне сутса ячĕ. Çĕрĕнчен тупăш тĕшмерĕ. Çын ĕçке ярăнчĕ. Арăмĕ Шупашкара тухса тарчĕ. Ывăлĕсем килтен писрĕç. Юлашкинчен, иртнĕ уйăхра, хăй те вилсе выртрĕ. Кил-çурчĕ витĕрех уçă алăксем хушшинче янраса ларать...

Эп пач канăçа пĕлмен талантлă ĕçченсемпе - А.Игнатьевпа, В.Ижелеевпа - калаçкаланă та, çĕр, теççĕ вĕсем, Илепер калашле, çăкăр çитерет, анчах пуйтармасть. Уй-хиртен пĕрре писнĕ хресчен, самопал куркине путмасан та, çĕр çине каялла таврăнмасть.

Июнь пуçламăшĕнче Госдумăри «çавра сĕтел» хушшинче ученăйсем тавлашса кайрĕç. Тырпулшăн усă курма пăрахнă çĕрсем тĕрĕссипе 41 миллион мар, 60 миллион гектар ытла, терĕç, коллективлă сад-пахчаран 40 миллион çемье хăпнă. Ăçта çитрĕмĕр: сухапуç кĕртиччен уя малтан пуртăпа тухма тивет. Мăшкăла хăварнă ана-çаран пире хăйне майлă тавăрать.

Эп телерекламăна мар, хам куçпа курнине, статистикăна ытларах ĕненетĕп. Юлашки вун çичĕ çулта вун çичĕ пин ял Гитлер кĕллентернĕн çĕр питĕнчен çухалнă. Тăхăр пин ялта 20 - 30 çын тăрса юлнă. 1990 çулта ялта вăй питти вунă миллион çын ĕçленĕ, халь - тăватă миллион тĕккеленет. Ял çыннин тупăшĕ хуларинчен 2-3 хут сахалтарах. Ялта çын вилесси 3 - 4 хут пысăкрах.

Иртнĕ пилĕк çулта Вăрнар районĕнчи халăх йышĕ 5 пин çын чухлĕ чакнă (цифрăсем  - пурте Федераллă госстат служби официаллă йĕркепе пĕлтернисем). Иртнĕ çул, 1990 çулхи виçерен пăхсан, республикăра ял хуçалăх продукцине туса илесси 72,2 процентпа танлашнă, тырпул акса тăвакан çĕр лаптăкĕнчен 234 пин гектарĕ катăлнă. Минераллă удобренисене 10 хут, органика 5 хут сахалтарах хывнă. Республикăра тырпул тухăçĕ 1990-мĕшĕнче 24 центнер, 2007-мĕшĕнче 18,2 центнер пулнă. Çав çулсенче тырă пĕтĕмпе 947 - 371,3 пин тонна тунă. Çулсерен çĕршер пин тонна  чакнă (пĕлтĕр, куратпăр, 576 пин тонна сахалтарах тухнă).

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тунă тĕп продуктсем: 1990 çулта - 112 пин тоннăна яхăн, 2007 - 67,9 пин тонна. Выльăх йышĕ (1991, 2008 ç.ç.): мăйракаллă шултра выльăх - 526 - 244 пин (Вăрнар районĕнче: 37073 - 2007 ç. 6772), ĕнесем - 202 - 129 пин (Вăрнар районĕнче 7039 - 2205), сыснасем - 507,8 - 182 пин (Вăрнар районĕнче 37 пинрен кая мар - 1991 çулччен).

Апат-çимĕç продукчĕсен 60 проценчĕ (пысăк хуласенче - 80Š таран) чикĕ леш енчен йышăннисем. Импорт 18-25Š-ран мала пулмалла мар. Наци хăрушсăрлăхне çухатнă патшалăхсен ретне тăтăмăр. Раççейре хресчене пулăшма нихăш çул та 1 миллиард доллартан ытла уйăрман. Çичĕ ютран продукци туянма çуллен 22-26 миллиард доллар каять. Пĕр кана Буш урисĕр тăратса хăварас-тăк, речĕпех ураран ÿкетпĕр. Куратпăр-çке: тавраллах НАТО хуптĕрленĕ çĕршывра пурăнатпăр.

Апат-çимĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшрен патшалăх умне тухса тăнă хăрушлăх пирки çĕнĕ Президент уйăх çурă тăршшĕнче вунă хутчен каларĕ. Çĕр ĕçĕн çивĕч ыйтăвне малти рете кăларса, хамăрăн Президент та хыпкаланса ÿкрĕ.

Калистрат Воробьев статйинче («Ç.ç., çу уйăхĕн 31-мĕшĕ) мана пĕр япала тĕллĕн тĕлĕнтерчĕ. Автор панкрута кăларса аркатман, районта ялан малтисен ретĕнче тесе кăтартакан хуçалăхран çырать. Хурăнсур Çармăса пĕлетĕп. Çĕкленет (икĕ хутлă çуртсем). Сарăлать (Çамрăксен урамĕ те хушăнчĕ). Тĕреклĕ пурăнать (ĕçшĕн аван, вăхăтра тÿлеççĕ). Анчах палăрăмлă пăтăрмахсем пирĕн Мăн Явăшри манерлех: телее Мускавра шыракансене тупăкра турттарса килеççĕ, 39 кил пушă ларать, 41 çын тăлăххăн-хăраххăн пурăнать... Мăн Явăшра пĕлтĕр пĕр ача çуралнăшăн хĕпĕртерĕç. Пирĕн урамри 33 килтен хĕртсурт вĕçне юлнисем 15, пĕччен пурăнаканнисем 6-ăн. Пĕр виçĕ-тăватă  килте ĕне тытаççĕ.

Батракра миçе пин чăваш çÿренине пĕлместпĕр. Суйлавра çирĕм пинĕн ытла республика тулашĕнче сасăлама вăхăтлăх удостоверени илни паллă. Катари шапашкăри яш-кĕрĕм кĕнеке вуламасть, телевизор пăхмасть, чăваш çĕрĕнчи вĕçĕмсĕр уявсене хутшăнмасть, хавшанă сывлăхĕшĕн хыпмасть. Шереметĕн, пурăнса çитейет-тĕк, пенсийĕ те пулмасть. Пĕтĕм шухăшĕ - кăштах укçа пухса çемйине тытса тăрасси. Теплерен киле çитнĕ упăшкасем ачи-пăчипе пĕрле арăмĕ çумĕнче савăнас вырăнне эрехпе хĕрнĕ ушкăнра çапăçса та каяççĕ...

Мĕнле чăтмалла; Хваттерте, кил-çуртра нимĕн те улшăнман çинче коммуналлă  тÿлевсем хакланаççĕ. Пилĕк уйăхра çăкăр 18Š, сахăр - 16, çăнăх - 21, тип çу - 20,7, кĕрпе 30Š таран хакланчĕ. Вăтам ĕç укçипе, пенсипе пурăнакансен рационĕнчен аш, сĕт, çăмарта, пулă, сахăр 30- 40Š чакнă.  Пурте - Росстат цифрисем. Хаксем Анăçри кризиса пула ÿссе кайрĕç, текелеççĕ. Ĕненме май çук. Евросоюз Раççейрен хăвалакан энергорессурссемпе пурăнать. Апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем унта  пĕтĕмĕшпе пурĕ те 3Š хăпарнă, Раççейре  11Š ÿснĕ. Бензин Вăрнарта мĕншĕн Лондонринчен е Нью-Йоркринчен хаклăрах; Янттипе сутă тăвакан спекулянтсем тавар тăвакансемпе сутăçсенчен 2,5 хут йышлăрах. 5 тенкĕпе йышăннă сĕт вĕсен кĕсйине 50 тенкĕ пулса кĕрет т. ыт.те.

Хăй вăхăтĕнче Чубайс пире 25-шер тенкĕлле икшер «Волга» парнеленĕччĕ. Хальхи çĕр пайĕсене черетлĕ ваучерсем теме пулать. Соткăна Вăрнарта  500 тенкĕпе, Мускавра 900 тенкĕпе туянаççĕ. Мускаврисем кайран çавнах сакăршар пин долларпа ярăнтараççĕ. Кĕреçи алран ÿкнĕ чăваш пай çĕрне мĕнле фонда хывма пултарĕ-ши; Мускав мэрĕн арăмĕ унта та кунта  çĕршер пин гектар çĕр туянать тесе çыраççĕ. Эп чăваш (!) хушшинчен пысăк çĕр улпучĕсем тухасса ĕненсех каймастăп. Çирĕм çул кĕтнĕ кулаксем те курăнмаççĕ пек...

РФ çĕнĕ Президенчĕ Д.Медведев апат-çимĕç проблемине çÿле кăларчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çавăнсăр пуçне, çак çулсенчи малта тăмалли  наци планĕсем: пĕрремĕшĕнчен - чухăнлăха  чакармалла, иккĕмĕшĕнчен - коррупцие тăлламалла. Пурте вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă ыйтусем. Влаçри парти лидерĕ, хальхи премьер В.Путин, хăйĕн министрĕсене бюджет укçипе вăхăтра усă курманшăн çунтарса илчĕ, ырă шухăшсемпе проектсем сĕннĕ чухне пуçа хăйăр ăшне чикме юрамасть, атту  тепĕр енĕ хитре мар курăнать, тесе асăрхаттарчĕ.

Пуринчен те ытла, хамăра суймасăр, чăнлăха тĕплĕн шута илсе тĕрĕс  хаклани кирлĕ. Малашнехи çулталăксене, тен, ял хуçалăх çулĕсем темелле, ял халăхне  ялах таврăнма чĕнмелле;



"Çĕнтерÿ çуле"
05 июля 2008
00:00
Поделиться
;