Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Патриот» кăçал та çĕнтерÿçĕ

Вăрнар район командисем Сĕнтĕрвăрри районĕнче иртнĕ «Орленокпа» «Зарница» çар вăййисен финалĕнчен пысăк кăмăлпа таврăнчĕç. 2-мĕш вăтам шкул çумĕнчи «Патриот» клуб (ертÿçи - Владимир Милицкий) хăйĕн ушкăнĕнче - пĕрремĕш! Тăватă  çулхи историйĕнче çамрăксем республика шайĕнче пĕрре мар палăрчĕç, сывă  пурнăç йĕркине пропагандăлассипе, çар службин сумне ÿстерессипе районта, пĕр сăмахсăрах, - лидерсем. Клубра çирĕплĕхпе ÿт-пÿ аталанăвне туптанă каччăсенчен чылайăшĕ халĕ çĕршыври çар училищисенче вĕренеççĕ.

Аçăмçырми шкулĕнче те çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси пысăк тимлĕхре. Çар вăййисенче тĕрлĕ блоксенче вĕсем кашни çулах призлă  вырăнсене йышăнаççĕ. Икĕ Владимир Петров хатĕрленĕ команда «Орленоксен» ушкăнĕнче республикăра тăваттăмĕш вырăн йышăннă, бронза медале 3 очко çитеймен.

29-мĕш училищĕре вĕренекенсемшĕн те çар вăййисем - йăлари ăмăртусем. Валерий Яковлевăн командин  спорт енчĕкĕнче çĕнтерÿсем чылай. Кăçал вăл тепĕр наградăпа - кĕмĕл медальпе - пуянланнă.

Тăватă куна пынă ăмăртусемпе конкурссене Чăваш енри 60 команда - пин ытла çамрăк - хутшăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 июля 2008
00:00
Поделиться
;