Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей командипе - Польшăна

Быдгощ хулинче çитес эрнере пулакан тĕнче чемпионатне Раççей команди йышĕпе Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă спортсменкăсем те хутшăнма тивĕçнĕ. Екатерина Горбуновапа Марина Гордеева çак чыса Шупашкарта июнĕн 17 - 20-мĕшĕсенче иртнĕ  Раççей первенствинче çĕнсе илнĕ.

Паллă çамрăк спортсменкăсен шутра - çĕнтернĕ вун-вун дистанци, нумайăшĕ Раççей, тĕнче шайĕнчисем. М.Гордеева халĕ А.Игнатьев ячĕллĕ спорт ăсталăхĕн аслă  шкулĕн вĕренекенĕ. Е.Горбунова олимп резервисен училищинче ăсталăха ÿстерет.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 июля 2008
00:00
Поделиться
;