Ял лавккисем те çĕнелеççĕ
Вăрнар райповĕн ĕçченĕсен иккĕлле уяв. Суту-илÿ сферинче тимлекенсемпе пĕрле вĕсем Пĕтĕм тĕнчери потребкоопераци кунне паллă тăваççĕ, çавăн пекех тăван предприятие йĕркеленĕрен 85 çул çитнине уявлассине те мартран шăпах паянхи куна куçарнăччĕ.
Уяв уявпа, анчах та сфера аталанăвĕн ыйтăвне кунта тимлекенсем кун йĕркинчен нихăçан та кăлармаççĕ. Çур çулхи кăтартусем лăплантараççĕ - мĕнпур отрасльпе плана ирттерсе тултарнă: 108,1 процент. Уйрăммăн илес пулсан, обществăллă апатлану предприятийĕсен тупăшĕ 108,9 процентпа танлашать, харпăр хăй продукцине туса кăларасси 123,7 процент таран ÿснĕ, тавар продукцийĕн калăпăшĕ 109,7, чĕртавар хатĕрлессин çаврăнăшĕ 105,1 процент.
Асăннă предприяти пурнăçлакан ĕçсен пахалăхне ÿстернипе, суту-илÿпе пулăшу, тавар туса кăларассипе хатĕрлессине анлăлатса пинипе пĕрлех ялсен, район инфраструктурине аталантарассине те тÿпе хывать. Уйăх майлăрах каялла Пăртасра самообслуживани магазинне уçни çакна уççăн çирĕплетет.
Райпон халĕ унашкал лавккасем виççĕне çитрĕç, республикăра вара, Чăвашпотребсоюзĕпе пĕтĕмĕшле илсен, - 75. Пăртас магазинĕн коллективĕ, вырăнти предпринимательсен суту-илÿ точкисемпе çивĕч конкуренцире тупăшма тивет пулин те, яланах малтисен ретĕнче пынă. Ку таранччен нихăш уйăхра та плана тултарманни пулман. Халĕ вара, лавкка ĕçне самообслуживани мелĕпе йĕркеленĕ хыççăн, таварçаврăнăшĕн калăпăшĕ ÿснĕ, иртнĕ уйăхра кăна ăна 30 процента яхăн ирттерсе пурнăçланă. Çур уйăхри ĕç кăтартăвĕ - 117,7 процент.
Çутă та хăтлă интерьер, çĕнĕ суту-илÿ оборудованийĕсем, таварсен пуян ассортименчĕ - клиентсене илĕртмелли мĕнпур услови çителĕклĕ. Галина Грибова лавкка заведующийĕ, Людмила Егоровапа Людмила Иванова сутуçăсем тавар туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вăл е ку тавара сĕннипе пĕрлех вĕсем халăхран ял хуçалăх продукцийĕсене тата чĕртавара вырнаçтарма пулăшаççĕ, медицина тата ветеринари пулăшăвĕн тивĕçтерĕвне йĕркеленĕ.