Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Жилкинсен ятне яман

Иван Мартынович Жилкина Вăрнар тăрăхĕнче пĕлмен çын çукрах пуль. Потребительсен кооперацийĕнче хатĕрлевçĕре  вăтăр çичĕ çул тимлесе, пысăк чыс-хисеп çĕнсе илнĕ вăл. И.Жилкин анчахрах 70 çул тултарчĕ.

Жилкинсен йăх-несĕлĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен. Хăй вăхăтĕнче, лайăх пурнăç шыраса, вĕсенчен чылайăшĕ Вăрнара куçса килнĕ. Пурте тенĕ пекех шăпине потребительсен кооперацийĕпе çыхăнтарнă. Акă, тетĕшĕ - Петр Никонорович Жилкин - вăтăр ултă çул хатĕрлевçĕре  çÿренĕ. 1951 çулта вунвиççĕри Ивана та ашшĕ Вăрнара илсе килнĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн йĕкĕт апат-çимĕç комбинатне ĕçе вырнаçнă. Кунта тăватă çул рабочире тата кочегарта тар тăкнă.

Пĕррехинче ăна тетĕшĕ Петр Никонорович тĕл пулнă, йĕкĕтĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă.

- Эсĕ, Ваня, лайăх ача, анчах виçĕ пусшăн йывăр ĕçре хуçăлатăн-çке, - тенĕ вăл шăллĕн ывăлне. - Хăвăн кочегаркуна пăрах та пирĕн пата куç. Манăн пенсие тухма вăхăт ĕнтĕ. Тетÿн ĕçне эсĕ малалла тăсăн. Анчах  Жилкинсен ятне ан яр, ялан çÿлте тыт...

Сĕнÿ çамрăка килĕшнĕ, савăнтарсах янă. Çав вăхăтрах шиклентернĕ те. Анчах ватă хатĕрлевçĕ ăна лăплантарнă, ĕçре пулăшма шантарнă.

Çапла, Иван Жилкин кĕçех хатĕрлевçĕ пулса тăнă. Ăна  Хапăс  ялпоне ĕçлеме янă. Ялпона пĕтернĕ хыççăн Кĕçĕн Кипеке куçарнă. 1965 çулта пурне те хатĕрлев кантурне çирĕплетнĕ. Кунта вунсакăр хатĕрлевçĕ ĕçленĕ.

- Паллах, малтанах çăмăл марччĕ, - аса илет çав çулсене Иван Мартынович. -  Ялсем тăрăх лашапа çÿреттĕмĕр. Мана çирĕплетнĕ участока Хапăс, Упнер, Мăн Турхан тата Мăн Явăш тăрăхĕнчи ялсем кĕнĕ. Пирĕн епле пулсан та плансене пурнăçламалла. 27 тĕрлĕ план пулнă. Мĕн кăна хатĕрлемен-ши: тимĕр-тăмăр, кивĕ хут, çĕтĕк, мамăк-тир, пыл, çу, çăм, хурăн çулăкĕ тата ытти те. Хăшпĕр енĕпе плансене 3 - 5-шер хут ирттерсе тултараттăм. Пĕрле ĕçлекенсем тĕлĕнетчĕç, сан ĕç кал-кал пулса пырать-çке, тетчĕç. Пытармăп, теприсене кĕвĕç кĕвви те кăшлатчĕ. Тĕрĕссипе, ĕçре нимĕнле вăрттăнлăх та пулман. Эпĕ теприсем пек нихăçан та чĕртавара хама килсе парасса кĕтсе ларман, вĕсене шыранă, вырăна тухса çÿренĕ. Канмалли кун мĕнне пĕлмен. Хатĕрлевçĕ яла килесси çинчен малтанах систерсе хураттăм.

Тепĕр тесен, И.Жилкин хăйĕн ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕсемпе кăна лăпланса ларман, унăн чунĕ коллектив пирки те çуннă. Хатĕрлевçĕ Шупашкар хулин çÿп-çап тăкмалли вырăнĕн пуçлăхĕпе туслашма пултарнă. Кунта  мĕн кăна çук-ши; Тепĕр чухне чĕртаваршăн виçĕ-тăватă машинăпа çула тухнă.  Кивĕ хут, çĕтĕк-çатăк, тимĕр-тăмăр, тĕслĕ металл т. ыт. те. тонни-тоннипе тиесе таврăннă.

Ĕçре пĕтĕмпех йĕркеллĕ пынă-ха, анчах çемьепе çын патĕнче хĕсĕнсе пурăнасси йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Ачасем ÿснĕ. Çавна май Иван Мартынович яланлăха Свердловск облаçне куçса кайма хатĕрленнĕ. Вырăна çаврăнса килнĕ. Кунти  хатĕрлев кантурĕн пуçлăхĕ ăна хаваспах йышăннă, çемье валли чаплă çурт уйăрнă. Вăрнара  таврăнсан И.Жилкин кил-тĕрĕшри япаласене пухса чукун çул станцийĕн тавар складне леçнĕ. Хатĕрлев кантурĕн ун чухнехи директорĕ Н.Алексеев ят-сум çĕнсе илнĕ Иван Мартынович çемйипе инçе çула каяссине пĕлнĕ те çийĕнчех Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ патне шăнкăравланă. М.Харитонов иккĕшне те чĕнсе илнĕ. «Çакăн пек çынна таçта ямалла-и; -  пуçланă вăл. - Николай Никитич, сана виçĕ кун паратăп: хăть мĕн ту, анчах Жилкин Вăрнарта юлтăр. Уйрăм пÿрт çĕклесе лартма ăна май килнĕ таран пулăш...»

Çакăн хыççăн хатĕрлев кантурĕ Иван Мартыновича çийĕнчех сисĕмлĕ пулăшу пама пултарнă. Жилкин поселокри Первомайски урамра пÿрт хăпартма тытăннă, вăл халĕ те  унта пурăнать.

И.Жилкин, хăй тĕлĕшпе çапла пысăк тимлĕх хунипе хавхаланнăскер, тата тăрăшса ĕçлеме тытăннă. Вăл республикăра та чи лайăх хатĕрлевçĕсен шутĕнче пулнă. Тĕлĕнмелле пек, анчах Иван Мартынович Вăрнарти хатĕрлев кантурĕн пĕтĕмĕшле планĕн чĕрĕкне пĕччен тултарса пынă. Ĕçне кура - чыс-хисеп. 1977 çулта ăна «Хисеп Палли» орденпа  чысланă. Хисеп хучĕсемпе дипломсем вуншар. Хатĕрлевçĕн ĕçне çавăн пекех республикăн Аслă Канашĕн президиумĕн Хисеп хучĕпе те хакланă.

- Çапла, пушă вăхăтра шутласа пăхнăччĕ те, иккен, вăтăр çичĕ çул хушшинче эпĕ 1000 тонна çĕрулми, 185 тонна çĕтĕк, çавăн чухлех тимĕр-тăмăр, сурăх тата ытти выльăх тирĕ 111 пин штук, çур миллион çăмарта тата ытти те хатĕрленĕ. Петр Никонорович Жилкин халалне чыслăн пурнăçланăшăн чунтан хăпартланатăп, - калаçăва пĕтĕмлетрĕ юбиляр.

Эпир те ăна çирĕп сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 июля 2008
00:00
Поделиться
;