Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçпе Çар мухтавĕн музейĕ 35 çулта

Мăн Явăшри Ф.И. Ашмаров ячĕллĕ вăтам шкулти Ĕçпе Çар мухтавĕн музейне йĕркеленĕренпе 35 çул çитрĕ.

Музее йĕркелеме тытăнасси 1973 çулта çуллахи каникул вăхăтĕнче çамрăк йĕрлевçĕсемпе Латви ССРĕнчи Сунуплява паттăрĕсен йĕрĕпе Лудза хулинчен инçе мар вырнаçнă 144-мĕш сăрта çитсе курнинчен пуçланнă. Çакăнта 1944 çулхи июлĕн 18-20-мĕшĕсенче 219-мĕш мотострелковăй дивизин сакăр нацирен тăракан 10 салтакĕ паттăрлăх кăтартнă.

Вунă паттăр тăшманăн 200 ытла салтакне пĕтернĕ. Хăйсем те пурте аманнă, боеприпассем сахалланнă. Тăшман ункинче вунă паттăр икĕ талăк çапăçнă. Паттăрсем юлашки юн тумламĕ юлмиччен кĕрешнĕ, анчах тăшмана парăнман. Вĕсене, пурне те вилнĕ хыççăн, Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Вĕсем хушшинче пирĕн ентеш Федор Иванович Ашмаров та пулнă.

Латвири пионерсем Сунуплява паттăрĕсем çинчен нумай каласа кăтартнă. Мăн Явăшри шкул ачисем аякри тантăшĕсем пулăшнипе ку дивизин штаб начальникĕпе Г.Бадейпа, паттăрсен рота командирĕпе Н.Новойдарскийпе, 365-мĕш полкăн штаб начальникĕпе (вăлах 219-мĕш дивизи ветеранĕсен совечĕн председателĕ) В.Шатскийпе, кунти пионерсемпе тĕл пулусем ирттернĕ. Паттăрсем çинчен калакан материалсене пухса тăван шкула илсе таврăннă. Вĕсемех музейăн пĕрремĕш утăмне тума пулăшнă.

Музея Владимир Иванович Толстов йĕркелесе янă. Ăна валли шкулта пĕр пĕчĕк пÿлĕм уйăрса панă. 1980 çулта вара унта пухăннă мĕнпур хутсемпе япаласене шкулăн капмар çуртне, пысăкрах пÿлĕме вырнаçтарнă. Вырăс чĕлхипе литературине тата çар ĕçне пĕр танах пултаруллă вĕрентекен учитель чунтанах савăннă. Хушма лава çĕкленÿллĕ çĕнĕ хăватпа туртма кÿлĕннĕ.

Владимир Иванович çамрăк йĕрлевçĕсен отрячĕпе Латвири Лудза хулинче, Ульяновск тата Волгоград облаçĕсенче, Башкирипе Молдавинче, Мускавпа Курск пĕккинче, Краснодонра тата ытти вырăнсенче те пулса курнă.

Çапла, музей кашни çулçÿрев хыççăн çĕнĕрен-çĕнĕ экспонатсемпе, хаклă материалсемпе пуянланнă. Паянхи кун унта çакăн пек пайсем пур: «Вĕсем Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен çăлса хăварнă», «Сунуплява паттăрĕсем», «Мăн Явăшри вăтам шкул историйĕнчен», «Явăш ялĕн историйĕнчен», «Пирĕн ентешсем - интернационалистсем», «Пирĕн ентешсем - Совет Çарĕпе Тинĕс Çар Флочĕн отличникĕсем».

Тепĕр  уйрăм пайне хамăр ентешĕмĕрсене - чăвашсен паллă поэтне А.А.Воробьева тата Тинĕс Çар офицерне, çамрăк поэта, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Виктор Турингене - халалланă. Вĕсем ячĕпе уйрăм  стендсем пур. Кунта вĕсен çырăвĕсем, кĕнекисем упранаççĕ. Хамăр районти Совет Союзĕн Геройĕсемпе Социализмла Ĕç Геройĕсене халалласа стенд та, альбом та тунă. Совет Союзĕн Геройĕ А.А.Иванов, Социализмла Ĕç Геройĕ И.Н.Никифоров, Петр Ялгир поэт пирĕн шкулăн Хисеплĕ пионерĕсем шутланаççĕ.

Акă тата «Байконур-88» альбом. Унта космодромра ÿкернĕ тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксем. Куç умĕнче Совет Союзĕпе Болгари Халăх Республикин космонавчĕсене тĕнче уçлăхне хăпартнă ракета...

Юнашар страницăсенче Г.М.Шубников генерал-майорăн памятникĕ. Вăл Байконур никĕсне хывакансенчен пĕри пулнă. Çăлтăр хулапа Кзыл-Орда облаçĕнчи Ленинскра унăн ячĕпе хисепленекен урамсем пур.

Альбомра А.Тарасов корреспондентăн «Правда» хаçатра пичетленнĕ сăн ÿкерчĕкĕсем. Вĕсенче нумай хутчен усă курмалли космос карапĕн «Буранăн» стартне кăтартнă.

Совет Союзĕпе Франци космонавчĕсем А.Волков, С.Крикалев, М.Манаров, В.Титов, Жан-Лу-Кретьен çинчен калакан статьясемпе вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем альбомра пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Альбома йĕркелеме пире хамăр патран вĕренсе тухнă, шкулăн хисеплĕ пионерĕ, Байконурти  çар чаçĕнче службăра тăнă çар офицерĕ Э.В.Васильев пулăшрĕ. Материалсене те вăлах парнелерĕ.

«Байконур-88» экспонат, интернационалла туслăхăн лайăх тĕслĕхĕ, Тăван çĕршыва юратма вĕрентет.

Музейри тепĕр хаклă экспонат вăл - «Альбом-летопись». Ку альбом Ульянов ячĕпе хисепленекен колхозпа шкул пурнăçне сăнлакан экспонатсемпе пуян. Ăна районти «Çĕнтерÿ çулĕ» тата республикăра тухса тăракан хаçатсенче пичетленнĕ хамăр авторсен материалĕсенчен йĕркеленĕ. Унта 36 авторăн 153 корреспонденцийĕ. Сăвăсемпе сăн ÿкерчĕксем нумай. Колхоз территорийĕнче пĕр-пĕр çын вилни çинчен хурланса пĕлтернисем те пур. 1985-1988 çулсенче пичетленнĕ сводкăсене кĕртнĕ.

Шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем парнеленĕ альбом та хаклă. Унăн малтанхи страницинче ушкăнпа ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк. Иккĕмĕшĕнче - аттестат илнĕ 28 вĕренекен çинчен класс руководителĕ Татьяна Николаевна Таймасова пĕтĕмлетсе çырнă характеристика. Ыттисенче класс пухăвĕсен протоколĕсем, тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссенче çĕнсе илнĕ грамотăсемпе дипломсем. Кам пулма ĕмĕтленни çинчен калакан хутсем.

Музейра асра юлмалли экспонатсем питех те йышлă. Тепри вара вăл - пограничниксем асăнмалăх ярса панă парне. Ку çар чаçĕнче хамăр ентеш  Александр Васильев службăра тăнă. Вăл - çарпа политика вĕрентĕвĕн отличникĕ. Çĕршыв чиккине сыхлакан воинсем аякри çамрăк тусĕсем патне Оборона министерствин заказĕпе çар издательстви кăларнă кĕнекесен библиотекине асăнмалăх ярса панă. Унта пурĕ 15 кĕнеке. Кĕнекесемпе пĕрлех пограничниксем салтак кутамкки, автомат патронĕсене хумалли подсумка та ярса панă.

Çапла, музейра курмалли, пĕлмелли питех те нумай. 35 çул хушши тăрăшса пуçтарнă экспонатсем Мăн Явăш шкулĕн ылтăн çÿпçи пулса тăраççĕ. Вĕренекенсене тăван ен историне тĕплĕн пĕлме пулăшаççĕ. Пирĕн пата ытти  шкулсенчен те экскурсие килсе каяççĕ, кунти материалсемпе интересленеççĕ, пирĕнпе çыхăну тытаççĕ.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;