Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йывăçсене касса кайнă

Вак-тĕвек япала мар пулин те, вăрăшăн вăрман касса илсе тухасси те йывăр мар. Ытларикун, июлĕн 8-мĕшĕнче, акă, Рункă ялĕ çывăхĕнчи лесопосадкăра лăсăллă йывăçсем çухалнине асăрханă. Такам каçхине 20 сехет тĕлĕнче тăрăшса «ĕçленĕрен» йывăçсем вырăнне çичĕ тунката кăна тăлăххăн ларса юлнă. Кунти  лесопосадка, сăмах май, Йĕпреçри вăрман хуçалăхĕ шутне кĕрет.

Йывăçсене саккунсăр майпа касса тиесе кайнине пĕлтерсенех шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав»  ушкăнĕ преступлени вырăнне çитнĕ, «вĕри йĕрпе» кайса  айăплă  çынна тупса палăртнă. Вăл вăрман хуçалăхĕн тытăмĕнчех тимлекен А., Кив Шуртан çынни, пулнă иккен.

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче, июнĕн 25-мĕшĕнче, çавăн пекех «Шырав» ушкăн поселокри  Октябрьская тата К.Маркс урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта Вăрнарта пурăнакан И.-е тытса чарнă. Вăл пушă алăпа  пыман, унпа пĕрле  хура тата тĕслĕ тимĕр-тăмăр пулнă. Оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче милици сотрудникĕсем арçын ку тимĕр-тăмăрпа Вăрнарти А. хуçалăхĕнче «пуянланнине» палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;