Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Профессилле уява лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç

Чăваш милицийĕ йĕркеленнĕренпе 88 çул çитрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ку уява июлĕн 6-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Районти йĕрке хуралçисене профессилле уяв ячĕпе шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Ф.Тимофеев июлĕн 8-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура саламланă.

Милици сотрудникĕсенчен кашниех граждансен прависене хÿтĕлессишĕн яваплине туять. Вĕсем тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланинчен, службăра та, обществăра та хăйсене пĕр кăлтăксăр тытнинчен, йĕрке хуралĕн ĕçĕн пĕлтерĕшне ăнланнинчен çынсен ырлăхĕ, вĕсен хăрушсăрлăхĕ килет.

Йывăр та кунсеренех пысăк хăрушлăх умне кăларса тăратакан служба милици ĕçченĕсене чăн-чăн профессионалсем пулма кăна мар, чăтăмлăхпа тата хăюллăхпа палăрма, çынлăх туйăмĕсене мала кăларма хистет.

Хамăр тăрăхра саккунлăха çирĕплетессипе, йĕркелĕхе тытса пырассипе шалти ĕçсен пайĕн коллективĕ пысăк калăпăшлă  ĕç туса ирттернĕ. Преступноçпа кĕрешессине вăйлатнăран лайăх кăтартусем  тума май килнĕ. Кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан, преступленисен шучĕ те сахалрах, киревсĕр ĕçсене уçса парассипе те тăрăшсах тимленĕ. Профилактика мероприятийĕсене те тĕрлĕ шайра хăвăрт та тĕплĕн хатĕрлесе ирттернĕ.

Милици сотрудникĕсем кашниех хăйĕн тивĕçне ăнланса тата ĕçе пĕлсе пурнăçласан кăна пысăк тĕллевсене парăнтарма  май пур. Ÿсĕмсем, çитĕнÿсем - мĕнле ĕçленине кăтартни. Çавна май шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Ф.Тимофеев çăмăл мар службăра уйрăмах палăрнисене  хавхалантарма йышăннине пĕлтернĕ. Чылай сотрудник укçан премисене, Хисеп грамотисене тата Тав хучĕсене тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;